Иртнĕ кунсенче районта Вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалланă савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Çак уява РФ Президенчĕ Владимир Путин вырăнти хăй тытăмлăх институчĕн пĕлтерĕшне тата унăн рольне ỹстерес тĕллевпе 2012 çулта тухнă указĕпе килĕшỹллĕн çирĕплетнĕ.
Чи малтанах уява пуçтарăннисем, вĕсен йышĕнче муниципалитет службинче чылай çул вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ çынсем, депутатсемпе ялсенчи старостăсем, общество организацийĕсен представителĕсем фойери куравпа кăсăкланнă. Пухăннисем ял тăрăхĕсенче, райадминистрацире тăрăшакансем хăйсен аллипе ăсталанă тĕрлĕ япаласемпе интересленсе паллашнă.
Професси уявĕпе район пуçлăхĕ Алина Васильева, райадминистрацин пуçлăхĕ Леонард Левый саламланă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Мартышкин, райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Сергей Скворцов, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнчи çарпа учет ĕçĕн инспекторĕ Эльвира Федорова, Елчĕк территори суйлав комиссийĕн председателĕ Владимир Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хутне тивĕçнĕ.
Райадминистраци пуçлăхĕн çумне — экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникне Марина Павловăна хăй тытăмлăх ĕçне аталантарнă çĕрте пысăк тỹпе хывнăшăн тата тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвĕн Пĕтĕм Раççейри Ассоциацийĕн Хисеп паллипе, Аслă Елчĕкри ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумне Галина Адюковăна Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн сенаторĕн Тав хучĕпе чысланă.
Республикăри муниципалитетсем хушшинчи ăмăртура Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Трофимов «Муниципалитет пĕрлешĕвĕн чи лайăх пуçлăхĕ» ята, I степень диплома, Ĕнел ялĕн старости Владимир Николаев «Ял тăрăхĕнчи чи лайăх староста» номинацире III степень диплома тивĕçнĕ.
Çавăн пекех тĕрлĕ шайри наградăсене илекенсем йышлăн пулнă. Уйрăмах участоксенчи суйлав комиссийĕсенче тăрăшнисен ĕçне çĕршыв шайĕнчех хаклани паха.
Кирек хăçан та чуна парса вăй хунă ĕçшĕн хисеплени тăрăшулăха тата ỹстерет. Çакă ялсен социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче халăхпа çума-çумăн утакан ĕçченсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Культура ĕçченĕсен савăк юрри-кĕвви уяв илемне тата ỹстернĕ.