Тăван ял. Çуралнă кил. Тăванлăх. Çак асамлă сăмахсен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Темле тĕреклĕ йывăç та тымарĕ хăрсан тӳнет. Ял тымарĕ те унта пурăнакан çынсем пулмасан пĕтет. Ял тымарĕ яланах сывă та вăйлă пултăр тесен кашнийĕнех ĕмĕртен пыракан йăла-йĕркене, çынлăха упрамалла. Ял историйĕ вăл – кашни çын историйĕ. Пире çуралса ӱссе çитĕннине, çемье çавăрнине, ача-пăчаллă пулнине, вĕсене ура çине тăратнине аса илтерсе тăрать вăл. Историе тăвакансем – пирĕн атте-аннесем, асатте-асаннесем. Историе малалла тăсакансем – вĕсен ачисем.
Елчĕкри тĕп библиотекăра Семен Ефимович Печковăн «Тăрнашур. Пĕчĕк ялăн кеске ĕмĕрĕ» ятлă кĕнеке хаклавĕ иртрĕ.
Семен Ефимович Печков Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса юснĕ пулсан та, Тăрнашур ялне хăйĕн çуралнă ял вырăнне хурать. Çавăнпах пуль вăл, Тăрнашур ялĕн истрийĕ, çынсен йăх тымарĕ малалли ăрусем асра тытчăр тесе «Тăрнашур. Пĕчĕк ялăн кĕске ĕмерĕ» кĕнекене пухса хатĕрлет.
Семен Печков нумай ачаллă çемьере çуралнă. Семен Ефимович çемьере 8-мĕш ача, чи кĕçĕнни, 1942 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче, Аслă аттелĕх вăрçи пынă вăхăтра çуралнă.
1949 çулта пуҫласа пĕрремĕш класра вĕренме пуçлать. 1962 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче совет çарĕн ретне тăнă. Хесметре 3 çул хушши арçын тивĕсне пурнаçланă.
Хĕсметрен 1965 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче таврăннă. Пĕр эрнерен коммунхоза электрик пулса ĕçлеме вырнаçнă. Виçĕ çултан электриксен аслă техник электрикĕ пулса ĕçлеме пуçăннă. Каярах энергетикра ĕçлесе пенсие тухиччен вăй хунă.
Ĕçре тунă пысăк çитĕтӱсемшĕн тĕрлĕ наградосене илме тивĕç пулнă.
Семен Ефимович авланнă. Çемьере 3 ача çуралса ӳссе çитĕннĕ. Вĕсем пурте вĕренсе тухнă, çемьеллĕ.
Ҫак кĕнекере автор халĕ Чăваш Республикин картти çинчен те çухалнă Елчĕк районĕнчи Тăрнашур ялĕ çинчен, унăн ĕçчен те пултаруллă çыннисем çинчен тĕплĕн, юратса, чунри ыратăвне пытармасăр çырса кăтартнă. Кĕнекепе паллашнă май чанах та, Тăрнашур ялĕн кĕске ĕмĕренче ял халăхĕ ĕçченлĕхĕпе, хастарлăхĕпе палăрнă, пĕр пĕринпе килĕштерсе, пулăшса пĕр çемьери пек пурăннă.
Кĕнекене хаклама районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литературăна вĕрентекенсем пуçтарăнчĕç. Кĕнекене хакласа Николай Малышкин, Николай Алексеев, Надежда Хушкина, Анна Портнова тата Нина Левая сăмах илчĕҫ. Кĕнекен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕç.
«Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Ăру хыççăн ăру çитĕнет, кашниех çĕнни илсе килет, кашниех мĕнпе те пулсан савăнтарма тăрăшать. Ку кĕнеке те Аслă Елчĕк тата районти ытти ял халăхĕшĕн кĕтнĕ кĕнеке пулĕ» — терĕ тĕп библиотека ертӳçи Алина Петрова хаклава пĕтĕмлетсе. Мероприятине пухăннисене тав сăмахĕ каларĕ.