Çĕнĕ Пăва ялĕнчи Головинсем — Елена Дмитриевнăпа Леонид Михайлович, вăй питти çулĕсене сумлă та пархатарлă ĕçре ирттернисĕр пуçне, пĕр-пĕриншĕн пысăк тĕрев пулса пурнăç çулĕпе 50 çула яхăн юнашар утаççĕ. Хăйсен ĕмĕрĕнче вĕсем капмар çурт-йĕр çавăрнă, йывăç та лартса ỹстернĕ, виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă, халĕ куç тулли мăнукĕсене курса вĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ…
Кун-çул урапи хăш енĕпе кусасси çынран хăйĕнчен те нумай килет. Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе тата пулăшса пурăнакансен кашни кунхи ĕçĕ, пурнăçĕ те ăнса пырать. Çак çемьесенче ачасем те телейлĕрех çитĕнеççĕ. Ашшĕпе амăшĕн ырă тĕслĕхĕ вĕсене мал ĕмĕтлĕ, хыт утăмлă пулма хавхалантарать. Çак сăмахсем тỹррĕнех Лена аппапа Леня тетен çемйине пырса тивнĕн туйăнать. Кил хуçи — Леонид Михайлович пирки калас пулсан, хăйне шанса панă кирек хăш ĕçе те витĕр пĕлекенскер, пысăк тавçăрулăхĕпе тата çирĕп кăмăлĕпе палăрса тăраканскер, тивĕçлĕ канура пулин те, ялта кирлĕ çын шутланать. Вăл — таврари чаплă сварщик. Ыттисем ăсталăхпа чăтăмлăх çитереймен ĕçе те пысăк пахалăхпа пурнăçлама пултарнине пĕлнĕрен, кирлĕ вăхăтра ăна час-часах вырăнти «Сатурн» хуçалăха чĕнсе илеççĕ. Хăйне шанса панă ĕçе кашни хутĕнче тивĕçлипе тỹрре кăларать. Хăй мĕн пĕлнине çамрăксене хăнăхтарма тăрăшать. Ахальтен мар ун пирки нумайăшĕ: «Ỹркенмест, аллине те пăсмасть», — теççĕ.
Леонид Головин салтак пăттине 3 çул астивнĕ. Унăн чун-чĕрин çирĕплĕхĕпе яваплăх туйăмне çакă та туптанă, паллах. Совет çарне кайма ят тухиччен вăл Канаш хулинче водителе вĕреннĕ пулнă. Службăран таврăннă хыççăн мĕнле те пулин ĕçе вырнаçас тесе вăхăтне ирттермелле те пулман. Кĕсьере водитель прави пур çамрăка пĕр сăмахсăрах Елчĕкри крахмал заводне ĕçе илнĕ. Каярахпа райпо тытăмĕнче вăй хунă, кунта ăна çăкăр турттаракан автомашинăна шанса панă. 1979 çулта тăван колхоза таврăннă. Малтан «Урожай», каярахпа «Колос» хуçалăхсенче газоэлектросварщикра ĕçленĕ.
Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнакан Леонид тетене хăй çулĕсене параймăн та — сăн-пичĕпе те, кĕлетке вашаватлăхĕпе те самай çамрăк курăнать вăл. Çамрăк курăннин пĕр вăрттăнлăхне ăнкартăмăр: вăл килти хушма хуçалăхĕнче хурт-хăмăр ĕрчетет. Хускану тумалли ытти ĕçсем те пайтах унăн: выльăх-чĕрлĕхне те, кайăк-кĕшĕкне те май пур таран ытларах усрама тăрăшаççĕ ĕçсĕр ларма хăнăхман çемьере.
…Кĕрнеклĕ те патвар, мал ĕмĕтлĕ Çĕнĕ Пăва çамрăкĕ Шупашкарти кооператив техникумĕнчен вĕренсе тухнă, райпона ревизор пулса ĕçлеме вырнаçнă Тĕмер хĕрне — Елена Дмитриевăна куç хывнă. Пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашнă хыççăн хурăн пек яштака пỹ-силлĕ, кăтра, вăрăм сарă çỹслĕ Ленăпа ĕмĕрлĕхе пĕрле пулма тупа туса венчет çĕрри тăхăннă.
Çĕнĕ Пăва ялĕн кинне Курнавăшри пекарня заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ чухне вăл 22-ре анчах пулнă. Калама — ансат. Анчах çамрăк хĕрарăмăн хулпуççийĕ çине мĕн чухлĕ яваплăх тиеннине ĕçлесе курнисем çеç ăнланма пултарĕç. Лена аппа ахальтен мар халĕ те:
— Аса илсен чун хăрать. Ун чухне шикленме те пĕлмен пулĕ çав, — тет.
Каярахпа ăна ял лавккине куçарнă. Кунта 30 çула яхăн заведующи пулса вăй хунă. Асфальт çултан аякра та мар вырнаçнă Çĕнĕ Пăвари райпон пысăк та çутă лавккин сентрисем ялан тулли пулнă. План-заданисене вара кашни уйăхра ирттерсе (120 процентран кая мар) тултарнă. Ĕçе лайăх йĕркелесе пынăшăн темиçе хутчен те «Чи лайăх сутуçă» ята çĕнсе илнĕ. Елена Дмитриевна потребкоопераци тытăмĕн отличникĕ те, социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи те, унăн сăн ỹкерчĕкĕ райпори Хисеп хăми çинчен те кайман. Вăл — райпо правленийĕн членĕ те.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенчи дефицит саманинче те ял çыннисене куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерес тесе заведующи тĕрлĕ çĕре тавар турттарма çỹренĕ.
— Канашри универбазăра тăтăш пулма тăрăшаттăм — тавар килессе, пайласа парасса сыхлаттăмăр. Унсăрăн таварсăр тăрса юлма пултарнă, — тесе каласа кăтартрĕ вăл.
Мĕн каламалли, ял хĕрарăмĕн тĕп ĕçрен пушаннă хыççăн килĕнчи ĕçĕ пуçланать çеç: выльăх-чĕрлĕхне тăрантармалла, пỹрт-çуртне тирпейлемелле, ачи-пăчине те пăхмалла. Лавкка заведующийĕн вара ĕç кунĕ вĕçленсен те киле вăхăтлă таврăнайманни час-часах пулнă. Килти ĕçсене пурнăçлама мĕнле ĕлкĕрнĕ?
Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…
Светлана АРХИПОВА.