Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шыв управĕсем — пысăк пулăшу

Шыв управĕсем — пысăк пулăшу

Пушар вăхăтĕнче усă курмалли шыв управĕсем инкекре пысăк пулăшу параççĕ, çын пурнăçне тата пурлăха упраса хăварма пулăшаççĕ. Вĕсене кирек хăш вăхăтра та тивĕçлĕ тытса тата асăрхаса тăрасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Пушар вăхăтĕнче усă курмалли шыв управĕсен шутне пушар гидранчĕсем, искусствăлла майпа хатĕрленĕ управсем, шыв башнисем, кỹлĕсенче ятарласа хатĕрленĕ вырăнсем кĕреççĕ.

Пирĕн район территорийĕнче пушарсен вăхăтĕнче усă курмалли 254 шыв управĕ пур. Çав шутран 37-шĕ (16-шĕ Елчĕк ялĕнче вырнаçнă) — пушар гидранчĕсем, 63-шĕ — ятарласа хатĕрленĕ управсем, 21-ĕшĕ — кỹлĕсемпе çырмасенче хатĕрленĕ вырăнсем, 133-шĕ — пушар резервуарĕсем.

Елчĕкри 44 номерлĕ пушар хурал чаçĕ тата пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕ çулсеренех «Водоисточник» ятпа тĕрĕслев операцийĕ ирттереççĕ. Çак вăхăтра пушар хурал ĕçченĕсем шыв управĕсен юсавлăхне, вĕсем патне чăрмавсăр пырса çỹреме май пуррине, тивĕçлĕ паллăсене тĕрĕс вырнаçтарнине тĕрĕслеççĕ. Çак кунсенче ирттернĕ черетлĕ тĕрĕслев пĕр пушар гидранчĕ тата пушар резервуарĕ юсавсăррине кăтартса панă. Асăннă тĕслĕхсемпе çитменлĕхсене кĕске вăхăтра пĕтерме хушса тивĕçлĕ йышăну тунă.

Раççей Федерацийĕн Правительствин 2020 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнчи 1479 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, шыв управĕ вырнаçнă организацин ертỹçин унăн юсавлăхне çулталăкра икĕ хутран кая мар тĕрĕслесе тăмалла, тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвне ятарлă журналта палăртмалла.

Пушар вăхăтĕнче усă курмалли шыв управĕсенчен шыв илесси, унта пымалли çул кирек хăçан та чăрмавсăр пулмалла. Çакăншăн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем яваплă.

А.САЙКИН,
В.ГРИГОРЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code