Курнавăш ялĕпе Тăвай районĕнчи Тушкил ялĕн ырă çыннисем хушшинчи туслăх 1985 çултанпах тăсăлать, çирĕпленсех пырать.
Иртнĕ кунсенче инçе çула çывăхлатса пирĕн пата çывăх тăванăмăрсем килсе çитрĕç. Чуна çывăх çынсене Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Мартышкин, ялти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Раиса Горшкова, вĕрентекенсемпе культура ĕçченĕсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.
Хаклă хăнасем Тушкил ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Александр Трофимовпа пĕрле вăтам шкулпа, унти тăван тавралăх музейĕпе паллашрĕç. Унтан «Сурпан» ушкăн тăван халăхăмăрăн юрри-кĕввине шăрантарчĕ. Уçă та çепĕç саслă тăванăмăрсем юрă хыççăн юрă парнелерĕç куракансене.
Шăкăл-шăкăл калаçса аякри çывăх тăванăмăрсемпе чуна уçса пуплерĕмĕр, малашне те пĕр-пĕринпе туслă пурăнма калаçса татăлтăмăр.
Курнавăшпа Тушкил ялĕсенче пурăнакан ырă чăвашсен туслăхĕ хурçă пек çирĕп пултăр, ĕмĕр-ĕмĕре тăсăлтăр.
Т.СМИРНОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: сцена çинче — Тушкилсем.