Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Лаш Таяпара — фольклор уявĕ

Лаш Таяпара — фольклор уявĕ

Пĕтĕм чăваш ачисен «Тайпике» фольклор уявне, çумăра пăхмасăрах, таврари сакăр коллектив хутшăннă.

Лаш Таяпари тĕп площадьре ирхинех наци костюмĕсем тăхăннă хитре шăпăрлансем, вĕсен воспитателĕсемпе учителĕсем, ашшĕ-амăшĕ, ял-йыш пуçтарăннă. Уяв чиркỹ настоятелĕ, Силуан иеромонах кĕлĕ тунипе пуçланнă. Вăл пухăннисене уяв ячĕпе саламласа ырăлăх, çирĕп сывлăх суннă.

— Лаш Таяпа хăйĕн историйĕпе, культурипе пуян. Ял çумĕпе таврара палăрнă Пăва çулĕ иртет. Ялта тăван тавралăх музейĕ ĕçлет. Пирĕн тăрăх уйрăмах кунта çуралса ỹснĕ паллă çынсемпе мухтанать. Кунта пурăнакансем мăн асаттесен уявĕсене, йăли-йĕркине упрассишĕн тимлеççĕ, ĕлĕкхи халăх тумĕсене хаклаççĕ. Паян вара эпир хамăр территоринче ача-пăча фольклор коллективĕсем йышлă пулнăшăн чунтан хĕпĕртетпĕр, — палăртнă Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Ермакова.

Фестивале «Сармантей» (Яманчỹрел), «Чĕкеç» (Шăмалак), «Тайпике» (Лаш Таяпа), «Шевле» (Çĕнĕ Эйпеç), «Çăлкуç», «Рункă» (Тутарстан), Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹри Вырсарни шкулĕн воспитанникĕсен, вырăнти культура ĕçченĕсен «Мехел» фольклор коллективĕсен юрри-ташши пурне те тыткăнланă. Ачасен янăравлă чĕрĕ сасси нумайччен кĕрлесе тăнă уявра.

Райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Зарема Князева коллективсене ертсе пыракансем асатте-асаннесен йăли-йĕркине сыхласа хăварассишĕн пысăк ĕç тунине пĕлтернĕ, чи маттуррисене Тав хучĕсемпе, пылак призсемпе чысланă.

Концерт хыççăн фестивале хутшăннисемпе хăнасем музейпе, чиркỹри куравпа паллашнă. Вырсарни шкулĕ хăнасене вĕри апатпа сăйланă.

Ял тăрăхĕн администрацийĕ В.Меметова, А.Бикулова, А.Иванова, В.Ершова, чиркỹ настоятельне Силуан аттене, районти Депутатсен пухăвĕн депутатне В.Рахмуллина ача-пăча уявне йĕркеленĕ çĕрте активлăх кăтартнăшăн тав тунă.

Сăн ỹкерчĕкре: уявра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code