Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ватлăха курни хăй телей

Ватлăха курни хăй телей

Тип Тимешри Александра Цыгановăпа ăнсăртран паллашма тỹр килчĕ. Ялти чи аслă хĕрарăмăн пурнăçĕпе кăсăкланса ун патне çитрĕмĕр. Пĕчĕк хапха алăкне уçса малалла иртрĕмĕр. Пире хирĕç арçын тухрĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕн ывăлĕ иккен. Вăл тĕп килте амăшĕпе пĕрле пурăнать. Арçын эпир мĕн сăлтавпа килнине пĕлтерсен пỹрте йыхравларĕ.

Александра Николаевна хăйĕн пỹлĕмĕнче «Елчĕк ен» хаçат вуласа ларатчĕ. Кинеми район пурнăçĕпе кăсăкланни, унăн çитĕнĕвĕсемпе савăнни çинчен пĕлтерчĕ. Район хаçачĕсĕр пуçне «Чăваш хĕрарăмĕ», «Çамрăксен хаçачĕ», «Хресчен сасси» те çырăнса илет. Ывăлĕ ют çынсемпе калаçса кĕнине курса зала тухрĕ вăл. Пĕр самантрах пĕр чĕлхе тупрăмăр унпа. Ытла та уçă кăмăллă, ăшпиллĕ кинеми Саня аппа. Шăкăл-шăкăл калаçнă май унăн кун-çулĕ куç умне тухса тăчĕ.

…Сакăр пĕртăван, 7 хĕрпе 1 ывăл, çитĕннĕ вĕсем. Вăрçă ачисен çăмăл мар пурнăçне астивнĕ. Ашшĕ вăрçăра пулнă. Йышлă ача-пăча амăшĕ çумĕнче çирĕпленнĕ. Амăшĕ пепкисене хĕлле пỹртре ăшă пултăр тесе колхоз пăрăвĕсене килте усранă. Пăрушкасене çитерме хуçалăх улăм панăран унпа каланкка хутма май пулнăшăн хĕпĕртенĕ. Пĕрремĕш класа кайнă хĕр пĕрчи кашни урок хыççăнах тăхтав вăхăтĕнче килне чупнă. Епле те пулсан пăрусене урайне йĕпеттермелле мар, каяшне витрепе тытсан килте те таса, ăна ĕçĕ те сахалтарах. Амăшĕн тĕревĕ пулнă-çке Саня. Çемьере чи асли, çавна май унран çирĕп ыйтнă амăшĕ. Çу кунĕсенче пăрусене çерем çине кăларсан вара ачасен савăнăçĕ ытларах пулнă.

1943 çулта ашшĕ, Николай Кириллов, вăрçăран аманса таврăннă. Саня малалла вĕренес тĕллевпе кỹршĕ яла — Тăрмăш шкулне 5-мĕш класа васканă, анчах нумай çỹреймен, килте ĕçлемелле пулнă пирки амăшĕ яман.

— Пĕрле вĕреннисем Тăрмăша 7-мĕш класа каятчĕç, эпĕ почтальон сумки йăтса вĕсемпе пĕрле ĕçе каяттăм, — аса илет Александра Николаевна.

Унтан правурлăхĕпе палăрнă Саньăна ялти фермăна чĕннĕ. Малтанах пăрусем пăхнă, унтан дояркăна вырнаçнă. Шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлакан, выльăхсене юратса пăхакан Александра Николаевна 1955 çулта районти малта пыракан ĕçченсемпе Мускава кайма тивĕçет: пĕр эрне СССР Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкипе паллашнă çамрăксем.

Инçетри чăваш ялĕн яш-кĕрĕмĕ Мускавпа тулли кăмăлпа паллашни унăн асĕнчен нихăçан та тухас çук.

— Акă, эпир тулли кăмăлпа каялла, хамăрăн Чăваш ене кайма тухнă. Билетсем туяннă. Хусан вокзалĕнче халăх йышлă. Инçех мар киоскра вĕтĕ сушка сутнине асăрхарăмăр та черет тăтăмăр. Кучченеç илсе каясси пулмарĕ, черетре тăнă чухне манăн сумкăна каснă та унти укçана, билета, документсене вăрланă. Сумка тĕпĕнче саппун çĕлетмелли пустав кăна тăрса юлнă. Тỹрех: «Çаратрĕç, çаратрĕç!» — тесе кăшкăрма тытăнтăм. Ман умри майра: «Хытă ан кăшкăр, питне те касса яма пултараççĕ. Мускав вĕт ку», — тесен текех сас памарăм, хăраса ỹкрĕм, — каласа парать 87 çула пуснă хĕрарăм.

Пĕрле килнĕ ушкăнăн пакунлисене мĕн пулса иртнине тĕплĕн ăнлантарса пама тивнĕ. Ырă çынсем, милиционер пулăшнипе кăна пикене поезд çине лартнă. Документсем çухални пенсие тухнă чухне чăрмавсем те нумай кỹнĕ ĕç ветеранне.

Ĕçшĕн хыпса çунакан пикене ял ачиех — Георгий Цыганов килĕштернĕ. Туслă çỹренĕ хыççăн вĕсем çемье çавăрнă. Çемье пуçĕ хуçалăхра тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Юлашки çулсенче кочегарта тар тăкнă.

Александра Николаевнăпа Георгий Евменьевич тăватă ачана кун çути панă. Асли, Николай, каларăм ĕнтĕ, ватлăхра амăшне пăхать. 44 çул пĕр çăвартан килĕштерсе пурăннă Саня аппан мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

— 22 çул иртнĕ ĕнтĕ унтанпа. Эпир нихăçан та вăрçăнса, харкашса курман. Ытла та лайăх çынччĕ мăшăрăм. Унăн тăванĕсем те ĕçчен те сăпайлă çынсем, — тет вăл.

Паян унăн чун-чĕрине хăват параканнисем — ачисем. Тăваттăшĕ те сывлăхлă, ĕçчен, сăпайлă çитĕннĕ. Пĕчĕкрен ĕçе явăçтарни, çынна хисеплеме вĕрентни усăсăр иртмен. Мăнукĕсем тата! Пĕринчен тепри маттур. Вĕсем — чун киленĕçĕ. Кашнийĕн кун-çулĕ интереслентерет кукамăшне. Кĕçĕн мăнукĕсем хушăнсах пыни тата епле пысăк телей ватăшăн? Пĕр тесен, ватлăха курни хăй пысăк телей.

Оля тăван ялтах тымар янă. Вăр-вар та ылтăн алăллă амăшĕ хĕрĕсене мĕн пĕчĕкрен алă, кăмака кукринчи ĕçсене хăнăхтарнăран, тирпейлĕхе вĕрентнĕрен мĕн кăна ăсталамасть вăл. Кавир тĕрлессипе ял тăрăхĕнче çеç мар, районта та палăрнă.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

В.СМИРНОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: А.Цыганова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code