Федерацин «Раççей Федерацийĕнче сусăрсене социаллă хỹтлĕх парасси çинчен» саккунăн 11-мĕш статйипе килĕшỹллĕн ĕç параканăн тивĕçĕсенчен пĕри çирĕплетнĕ квотăпа килĕшỹллĕн инвалида ĕçе вырнаçтарасси шутланать.
100 ытла çын ĕçлекен предприятире сусăрсене списокри ĕçченсен вăтам йышĕн 3 проценчĕ, 35 çынран кая мар тата 100 çынран ытла мар ĕçлекен предприяти валли сусăрсене списокри ĕçченсен вăтам йышĕн 2 проценчĕ чухлĕ ĕçе илмелли квота палăртнă.
Чăваш Республикинчи предприятисемпе организацисем инвалидсене хапăл тусах ĕçе йышăнаççĕ, ĕç опычĕ чылай чухне ĕçченсем яваплă пулнине, тивĕçĕсене çỹллĕ шайра пурнăçланине, професси ăсталăхне ỹстерме, аталантарса пыма тăрăшнине кăтартать.