Хисеплě яш-кĕрĕм, хаклă çамрăк туссем!
Сире Çамрăксен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Çамрăклăх — чи илемлĕ вăхăт. Эсир мал ĕмĕтлĕ, çĕннине çăмăллăн тата хаваспах йышăнакансем, çĕнĕ ĕçсен, улшăнусен пуçаруçисем.
Район пуласлăхĕ, çавăн пекех Чăваш Ен, çĕршыв малашлăхĕ çамрăксенчен нумай килет. Çакна ăнланса Республика Правительстви вĕсене тĕрлĕ енлĕн пулăшма, хавхалантарма тăрăшать. Ялта ĕçлесе пурăнакан пуçаруллă çамрăксене пулăшас енĕпе тĕллевлĕ политика тытса пырать.
Яш-кĕрĕме физкультурăна тата спорта юратма, хăйсен сывлăхне çирĕплетме хăнăхтарас тĕллевпе те районта куллен нумай ĕç туса ирттеретпĕр.
Çуралнă тăван кĕтес — Елчĕк ен пуласлăхĕшĕн тăрăшакансене, юратнă çĕре хитререх те пуянрах тăвас тесе пĕтĕм майсемпе усă куракан çамрăксене чĕререн тав тăватпăр.
Ĕмĕтĕрсене пурнăçа кĕртме çирĕп сывлăх, телей, ырлăх тата юрату сунатпăр!
А.ВАСИЛЬЕВА, Елчĕк район пуçлăхĕ.
Л.ЛЕВЫЙ, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.