Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Мăнукĕсем – ватлăхри телей

Мăнукĕсем – ватлăхри телей

Пурте 80 урлă каçнисем – вĕсем, яланхи пекех, хăйсене шеллемесĕр ĕçлекен, тĕллевлĕ çынсем. Вĕсене этемĕн чи лайăх пахалăхĕсем – ĕçченлĕхпе яваплăх, тỹсĕмлĕх уйăрса тăраççĕ.

Пирĕн çĕршывра иртнĕ ĕмĕрĕн 30-40-мĕш çулĕсенче çуралнисем пурте пурнăçăн пысăк йывăрлăхĕсене тỹссе ирттернĕ. Ачалăхĕ выçлăхра, чухăнлăхра иртнĕ. Çак вăхăтра вĕсен шăпине вăрçă хыççăнхи йывăрлăхсем амантса хăварнă. Ĕç стажĕ те 9-10 çултах пуçланнă. Анчах та çак ăру пĕлỹ илессишĕн, ĕçшĕн çуннипе палăрса тăнă. «Социализм» тунине те, вăл ишĕлнине те курнăскерсем. Вĕсен ырă вăрлăхĕ пирĕн ăрăва та куçса юлнă.

Сăмах Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан Владимир Николаевич Столяров çинчен пырать. Вăл июлĕн 16-мĕшĕнче 80 çул тултарать. Николайпа Валентина Столяровсен кĕçĕн ывăлĕ ашшĕ вăрçа тухса кайсан çуралнă. Çемье йышлă пулнă, анчах виçĕ ачи çамрăклах чире пула вилеççĕ, кунсăр пуçне тата 1930 çулта çуралнă Васса аппăшĕ пĕве çитсен шăнса чирленипе 1947 çулта çĕре кĕрет, тетĕшĕ – 1932 çулхи Михаил – 1964 çулта аваринче вилет. Паянхи кун Владимирпа 1939 çулта çуралнă Лена Лисицына аппăшĕ сывлăхпа çỹреççĕ-ха.

Шкул çулĕ çитсен Владимир чи çывăх юлташĕсемпе – Коля Ивановпа, Володя Петровпа тата Коля Диомидовпа ялти шкула вĕренме çỹрет. Кунта çичĕ çул ăс пухсан малалла пĕлĕвне Патăрьел районĕнчи Тури Туçа шкулĕнче ỹстереççĕ.

Шкул хыççăн Володя Михаил тетĕшĕ пек инженер-строитель пулас тесе Саратоври техникума вĕренме кĕрет. Çул çитсессĕн вĕренсе пĕтермесĕрех Белоруссинчи Полоцк хули патĕнче ракета çарĕсенче хĕсметре тăрать. Киле таврăнсан ĕнерхи сержант пĕр вăхăт «Победа» колхозри комсомол организацийĕн секретарĕнче ĕçлет. Хăй вăхăтĕнче райком шайĕпе пĕр тан пулнă.

Пуçланă вĕренĕве малалла тăсас тĕллевпе Шупашкарти строительство техникумне вĕренме кĕрет (1968-1971ç.ç.). Дипломлă техник-строителе пĕр сăмахсăрах Ленин орденлă «Победа» колхозра тĕп строитель ĕçне шанса параççĕ. Вăл ĕçленĕ çулсенче колхоз çĕнĕ витесем хута ярас, киввисене çĕнетес, çурт-йĕр тăвас ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрнă. 10 бригадăра кашни ялтах стройка ĕçĕсем нумай пулни, стройбригадирсене вĕрентмелли, кăтартмалли яваплăха ỹстернĕ. Кунта 1971-1976 çулсенче ĕçленĕ хыççăн вăл Патăрьелĕнчи куçса çỹрекен механизациленĕ колоннăра 10 çул мастер-строительте тăрăшать. Ку вăхăтра предприяти Патăрьел районĕнчи «Гвардеец» колхозра ача сачĕсем, шкулсем, витесем тăвасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Кунта Владимир Николаевичăн тỹпи пысăк пулнă, вăл ертсе пынипе вырăнти строительсем объектсене вăхăтра туса пĕтерсе пынă. Çак çулсенче унпа юнашар ĕçленисем пурте ун çинчен ырăпа асăнаççĕ.

Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи строительсен бригадирĕ пенсие тухнă хыççăн В.Столяров «Победа» колхоза таврăнать, колхоз пайланса кайиччен ялти ĕçсене пурнăçлакан строительство пĕрлĕхне ертсе пырать. Каярахпа мĕн пенсие кайиччен колхозра тĕрлĕ ĕç пурнăçлама хутшăнать.

1968-мĕш çулта Владимир кỹршĕллĕ Исемпел ял хĕрĕпе – Раиса Александровна Пчеловăпа мăшăрланать. Рая аппа мĕн пенсие тухиччен «Победа» колхозăн 5-мĕш бригадинчи ĕне ферминче дояркăра тăрăшнă. Пурăна киле çамрăк мăшăрăн йыш хушăнсах пырать, çĕнĕ çурт лартас ыйту та тухса тăрать. Хăй вăхăтĕнче ялта кирпĕчрен пĕрремĕш мансардăллă çурт купаласа пурăнма кĕреççĕ вĕсем. Мăшăр ултă ача (пилĕк хĕрпе пĕр ывăл) çуратса ỹстерсе вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларать. Хальхи вăхăтра Володя тетепе Рая аппа Алексей ывăлĕн çемйипе пурăнаççĕ. Марина кинĕ вĕсемшĕн чи хаклă çын. Ватăсене мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем мăнаçлăхпа телей парнелеççĕ.

В.ПЛОТНИКОВ. Сăн ỹкерчĕкре: В.Столяров хăйĕн çывăх çыннисемпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code