Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Улшăнусем кĕртнĕ

Улшăнусем кĕртнĕ

Ĕнер Елчĕкри тĕп вулавăшра районти депутатсен çиччĕмĕш созыври Пухăвĕн ларăвĕ иртнĕ.

Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, район прокурорĕ Александр Кудряшов, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăннă. Ларăва районти депутатсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ Владимир Рахмуллин ертсе пынă.

Çирĕплетнĕ кун йĕркинчи çичĕ ыйтуран улттăшĕ, тĕпрен илсен, депутатсен Пухăвĕн маларахри йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртессипе тата ял тăрăхĕсен бюджетне Елчĕк районĕн бюджечĕнчен трансферт уйăрас тĕлĕшпе Йĕркесене çирĕплетессипе çыхăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code