Вулакан астăвать пулĕ, 2021 çулта Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн Çырăвĕнче газ кĕртессине вĕçлемелли пирки сăмах хускатнăччĕ. Çийĕнчех ятарлă указ та тухрĕ.
Сăмах унта газ кĕртнĕ ялсенчи пурăнмалли çуртсене газпа тивĕçтересси çинчен пырать. Газпа тивĕçтерекен организаци газ пăрăхне кил хуçалăхĕн чикки таран хăйĕн шучĕпе илсе çитерĕ. Малалли — проект тăвасси, пăрăха пахча е картиш урлă пỹрте кĕртесси, оборудовани монтажĕ, кăмака-счетчик, ыттине туянасси — кил хуçисен шучĕпе.
Ку тĕлĕшпе çăмăллăха тивĕçекенсем те пур-ха. Вăл шута тыл ĕçченĕсем, вăрçă тата ĕç ветеранĕсем, вăрçă ачисем, инвалидсем тата инвалид ачаллă çемьесем, сахал тупăшлă çемьесем, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннисен çемйисем кĕреççĕ. Вĕсен газ кĕртме туяннă оборудовани тăкакĕсен пĕр пайне патшалăх саплаштарать. Асăннă ыйтăва районти халăха социаллă пулăшу паракан центрта татса парĕç.
Районта çуртсене сенкер çулăм илсе çитересси (догазификация) мĕнле пырать-ха? Кун пирки Елчĕкри газ участокĕн начальникĕ, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Алевтина Львова кĕскен çапла пĕлтерчĕ:
— Потребительсенчен пĕтĕмпе 59 заявка пулчĕ, паянхи кун тĕлне 54-шне тивĕçтернĕ. Вырнаçтарнă пăрăхсен тăршшĕне шута илсен 600 метр ытларах пулать. Газ кĕртнисен йышĕ Елчĕк (15 çурт), Аслă Пăла Тимеш (10) ял тăрăхĕсенче ытларах.
ШУХĂШ
Ирина Никифорова, Элекçей Тимешри ремесла çурчĕн заведующийĕ:
— Эпир çурта Çĕнĕ урамра 2010 çултах тунăччĕ. Çак таранччен вутă-кăмрăкпа хутса пурăнтăмăр. Халĕ пирĕн киле те ырлăх çитрĕ. Калама кăна çăмăл: газ пăрăхне 200 метр яхăн туртса килчĕç! Кỹршĕллĕ Олегпа Нина Козловсем те пирĕн пекех телейлисем. Ялта пурăнакансене çăмăллăх туса панăшăн эпир Раççей Президентне Владимир Путина, «Единая Россия» партине тав тăватпăр.
Н.ФЕДОРОВ.