Хисеплĕ ачасем, вĕрентекенсем тата ашшĕ-амăшĕ!
Сире чĕререн Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламлатпăр!
Пĕлÿ кунĕ кашни çыншăн çывăх, хаклă. Пуçласа шкула килекенсемшӗн вăл уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑнпа та вӗсене çутă малашлăх, савăнăçлă та асра юлакан самантсем, тарăн пĕлÿ сунас килет.
Ачасен пĕлÿ шайне, тавракурăмне ÿстерме, пултарулăхне аталантарма районта майсем çителĕклĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен, хушма пĕлÿ паракан учрежденисен, спорт залĕсен алăкĕсем яланах уçă. Шкул умĕнхи учрежденисем те çирĕп пĕлÿ никĕсĕ параççě.
Ҫӗнӗ вĕренÿ çулĕнче районти шкулсенче вĕренекенсем тарăн пěлÿ илнипе пěрлех ҫĕнĕ çитĕнÿсемпе савăнтарасса шанатпăр. Вěрентекенсене хăйсен пěлěвěпе, пуян опычěпе туллин усă курса малалла аталанса пыма ăнăçу сунатпăр.
Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, вĕренÿре тата ĕçре çитĕнÿсем сунатпăр.
Елчĕк район пуçлăхĕ А.Г.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.В.Левый.