Аслӑ Елчӗкри Федор Катин ялти вӑтам шкулта 9 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти медицина колледжне вӗренме кайрӗ. Ахальтен мар паллах. Вӑл мӗн пӗчӗкрен амӑшӗ пек сывлӑх сиплевҫи пулас ӗмӗтпе ҫунатланнӑ. Светлана Валерьевна хӑй юратса суйласа илнӗ медсестра профессие чунтан юратать. Пациентсене эмелпе ҫеҫ мар, ӑшӑ сӑмахпа та сипленипе ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ вӑл.
Федя 2016 ҫулта алла фельдшер дипломне илсенех контрактпа ҫар службине тӑчӗ. Малтан Мурманскра, унтан Самара тӑрӑхӗнче служба тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫларӗ. Кӑҫалхи январьтен Федор Витальевич Украинӑри ҫар операцийӗсене хутшӑнать. Паян вӑл тӑван яла отпуска килнӗ. Маттур салтака Аслӑ Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Валерий Афанасьев саламланӑ, отпуска лайӑх ирттерме суннӑ.