Республика пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен канашлура финанс министрĕн пĕрремĕш çумĕ Ольга Метелева республика бюджечĕн ыйтăвне çĕкленĕ май çапла палăртнă. Республикăн 2022 çулхи пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшĕ 94 миллиард тенкĕ урлă каçнă. Тăкаксем — кăшт пĕчĕкрех, çавна май иртнĕ çултан юлнă укçа кăçалхи ĕçсене туса пĕтерме пулăшĕ.
Олег Николаев темăна тăснă май пĕлтĕр хамăрăн тупăш ỹсĕмлĕ пулнине пайăррăн палăртнă — çавна май пĕрлехи бюджетăн тăкакĕсене виçĕм çулхинчен 50 процент чухлех пысăклатма май килнĕ. Çавăн пекех муниципалитетсене укçан пулăшассине те 1,7 хут ỹстерме пултарнă, «çак кăтартусем шанăçа çирĕплетеççĕ». Анчах çакă — лăпланмалли сăлтав мар. Çĕмĕрле, Куславкка хулисенчи ăшăпа тивĕçтерекен инфратытăма тĕпрен çĕнетме пултарнă. Кăçалах ку енĕпе Улатăрта ĕçлеме пуçлас шанăç пур. Черетре — Сĕнтĕрвăрри хули.
Иртнĕ çул тăлăхсене хваттерпе тивĕçтерес тĕлĕшпе палăртнă ĕçе туллин пурнăçланă. Анчах хăш-пĕр муниципалитетра укçа перекетленнĕ. Пуçаруллă бюджет шучĕпе уйăракан укçапа усă курассинче те перекет пулнă — çийĕнчен хăшĕсен палăртнă проектсене пурнăçлас шухăш та пулман иккен. Укçа-тенкĕсене раштавра тин тавăрса панă… Олег Николаев çакнашкал кашни проектпа çыхăннă ĕç-пуçа тишкерме хушнă, яваплисем тĕлĕшпе «персоналлă йышăнусем» пуласси çинчен асăрхаттарнă.