Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçпе пиçĕхнĕ арçын

Ĕçпе пиçĕхнĕ арçын

Аслă Пăла Тимеш халăхĕ мĕн авалтанпах ĕçченлĕхпе палăрса тăнă. Совет Союзĕ шайĕнче «кĕрленĕ» Ленин орденлă «Победа» колхозра ĕçпе чапа тухнă, «Социализмла ĕç Геройĕ» ята тивĕçнĕ сакăр çынран çиччĕшĕ — Аслă Пăла Тимеш ялĕнчен. Хуçалăха ертсе пынă В.В.Зайцев, В.Г.Свеклов председательсем халăха ĕçлеттерме, кашни çынран çирĕп ыйтма пĕлнĕ.

Çак çулсенче ачаллах ĕçе кỹлĕннĕ çынсенчен пĕринпе, çывăх вăхăтра 90 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленекен Владимир Николаевич Самаковпа паллаштарас кăмăлăм çуралчĕ вулаканăмăра. Тĕреклĕ те капмар, хальхи саманашăн тивĕçлĕ кил-çуртра пурăнаканскер, мана хапăл туса кĕтсе илчĕ. Икĕ хутлă, темиçе пỹлĕмлĕ çуртри куçа тỹрех курăнакан тасалăхпа тирпейлĕх, шалти капăрлăх тыткăнларĕç. Çичĕ çул каялла мăшăрне пытарнă арçын çакăн пек пурăнни мана тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Хăйĕн пурнăçĕ пирки каласа пама Валя тете (çапла чĕнеççĕ ăна ялта) пĕрре те хирĕç пулмарĕ. Хĕл сиввинче çуралнăранах пуль, вăл сывлăхĕпе те, кăмăлĕпе те çирĕп çын пулнине туйса илтĕм.

Ашшĕпе амăшĕ — Никита Семеновичпа Александра Герасимовна Самаковсем 6 ача пăхса ỹстернĕ. 1933 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче çемьере тăваттăмĕш ача — Владимир çуралнă. Вăл çулсенче ашшĕ-амăшĕн ачисене пăхса ларма вăхăчĕ те пулман — иртен пуçласа каçчен ĕçре пулнă вĕсем. Кĕçĕннисене аслисем пăхнă. Хура çăкăрпа сахăр татăкĕ чăмласа ĕмкĕч туса хыптарса ачан чунне йăпатнă, сăпкара сиктернĕ.

Ытти тус-юлташĕсем пекех Владимир шкулта 7 класс таран вĕреннĕ. Ку вăхăтра ача-пăча 6-7 çулсенчех колхоз ĕçне хутшăннă: çум çумланă, пучах пуçтарнă. Малалла вĕренес ĕмĕтпе сыв пуллашсан, бригадир хушнă ĕçсене хутшăнма тытăннă ача. Арçын ачасем ытларах лаша, вăкăр кỹлсе хуçалăхри йывăр ĕçсене пурнăçлама хутшăннă. Выльăха юратнине курса ертỹçĕсем Владимира лаша пăхма шаннă. Салтака кайма ят тухичченех çак ĕçре тăрăшнă каччă. Салтак тивĕçне Ленинград хулинче виçĕ çул пурнăçланă вăл. Хăйĕн ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă маттур та сăпайлă чăваш каччи 1955 çулта тăван яла таврăннă. Ку вăхăтра кĕрнеклĕ çамрăксене «вербовка» йĕркипе тĕрлĕ çĕре ĕçлеме илсе çỹренĕ. Владимир та çак йĕркепе ĕçлекенсен ретне тăрса Мурманск тăрăхĕнче 6 уйăх вăрман каснă çĕрте вăй хурать. Яла çаврăнса çитсен каччăна каллех конюха вырнаçма сĕнеççĕ. Кăштахран çамрăк ялти вăй питти яшсемпе пĕрле вăрман кăларма çỹрет, вутă хатĕрлесе ял халăхĕ валли турттарать. Çул çỹрев вăхăтĕнче шăпа ăна пулас мăшăрĕпе паллаштарнă. Кивĕ Арланкасси ялĕнчи лавккара сутуçăра тăрăшакан çамрăк хĕре — Лидия Клементьевна Лисицынăна тỹрех асăрханă йĕкĕт. Тĕпсĕр тинĕс пек сенкер куçлă, шурă хурăн пек яштака пỹ-силлĕ пикене вăл юлташ ачипе каçхине лашапа кайса улталаса чĕнтерсе тухать те, çуна çине лартса вăрласа килет. Пĕр каç тăванĕсем патĕнче çĕр каçсан, тăван киле кĕреççĕ. Çемье çĕнĕ çынна хапăл туса кĕтсе илет. Çуртра Владимирăн амăшĕ, аппăшĕ тата йăмăкĕпе шăллĕ пурăннă. Лидийăна сад бригадине ĕçлеме йышăнаççĕ. Пĕр çулталăк пурăннă хыççăн мăшăр 2 ватă пурăнакан пĕчĕк çурта уйрăлса тухать. Çемье пуçĕ, хăй йăвине çавăрма ĕмĕтленнĕскер, пĕчĕккĕн пĕрене хатĕрлесе пура пураса пỹрт туса çитерме вăй-хал çитерет. Çĕнĕ урамри çĕнĕ çурта кĕр мăнтăрĕпе пурăнма куçаççĕ. Лидийăна ялти лавккара ĕç вырăнĕ тупăнать, арçын кăнтăрла конюхра, çĕрле хуралçă пулса тăрăшать. Пус çумне пус хушса хуçалăха тĕсетсе пыраççĕ çамрăксем. Çемьере пурнăç чечекĕсем çуралаççĕ: Людмила, Петя, Лена, Галя, Роза, Володя. 1962 çулта тăрăшуллă мăшăр пысăкрах çурт тума мехел çитерет. Ачасем ĕç çумне çыпçăнма тытăнаççĕ. Пĕр кун сиктермесĕр ĕçе çỹрекен çемье, ачасем ỹснĕ май, тивĕçлĕ условисем тăвас тесе, виççĕмĕш çурт çавăрма тытăнать. 1972 çулта пилĕк стеналлă пысăк çурт туса пурăнма кĕреççĕ Самаковсем. Ачасем вĕренсе пĕтерсе, пурнăç çулĕпе утма тытăнаççĕ. Хăйсен çемйине, йăвине çавăраççĕ. Кăмăла каякан професси суйласа илеççĕ, ача-пăча çуратаççĕ. Ĕçсĕр пурăнма хăнăхман Валя тете пенси çулĕсем çитсен те килте ларма пултараймасть, скотникре ĕçлет, 5 çул пăрусем пăхать.

Ĕç кĕнеки тăрăх пăхсан та унăн ĕç стажĕ 50 çул таран. Маларах вĕсем ĕç кĕнекисĕрех ĕçленĕ. «Ĕçне кура хисепĕ», — тенĕ мĕн авалтан. Наградисемпе ырă ячĕ вара куç умĕнче: чылай Хисеп тата Тав хучĕсем, «Коммунизмла ĕç ударникĕ» паллă, Ĕç ветеранĕ, Тыл ветеранĕ, 65, 70, 75 çулхи Çĕнтерỹ медалĕсем. Савăнса çеç пурăнмалли вăхăт. Çук çав… Савăнăçпа хуйхă пĕр-пĕрин хыçĕнчен çỹрет теççĕ. Валя тетен мăшăрĕн, Лидия аппан йывăр чирне тупса палăртаççĕ сиплевçĕсем. Инвалид коляски çине ларма тивет унăн — 1-мĕш ушкăнри инвалид пулса тăрать. Çирĕп арçын пуçне усмасть, 4 çул мăшăрне пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхать. Кун пеккине пурнăçра сайра тĕл пулатăн. «Иксĕмĕр тем çинчен те калаçаттăмăр, пурнăçри йывăр тапхăрсене аса илеттĕмĕр, ачасене ỹстернĕ вăхăтсем куç умĕнчеччĕ, лайăххи те, начарри те пулнă, — аса илет куçĕсене шăлса Владимир Никитич. — 59 çул пĕрле пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнтăмăр, ял çинче ят яман».

Çиччĕмĕш çул мăшăрсăр пурăнать пулин те, аллине усмасть арçын: çулла хур-кăвакал ỹстерсе ачисене какай туса парать, чăххисене хĕлле те усрать, 8 мăнукĕпе 2 кĕçĕн мăнукне килти çăмартапа сăйлать. Ачисем ашшĕне тунсăхлама памаççĕ, черетпе эрне вĕçĕнче килсе каяççĕ, тутлă кучченеçпе савăнтараççĕ. Ялти ывăлĕпе кинĕ те час-часах пулаççĕ ашшĕ патĕнче. Ялти çыннăн чи çывăххи, паллах, кỹршĕ. Валя тетен те çавăн пекех — çутă пур-и, çук-и, пурте йĕркеллĕ-ши тесе пăхса пулăшса тăракансем — кỹршисем. Хăйĕн тараватлăхĕпе кỹршисене хăй патнеллех туртать вăл, пура-çука çурмалла пайлать. Юр çунă-и, юр ишĕлсе аннă-и, чи малтан кỹршисем пырса тасатса параççĕ.

Çивĕч ăс-тăнлă, йăрă Владимир Никитич пурнăç саманипе тан утма ăнтăлать: ял пурнăçĕпе интересленет, кирек мĕнле мероприяти пулсан та çамрăксемпе пĕрле çитет унта. Уçăлмалла кашни кун лавккана çитсе килме тăрăшать. «Хам ĕмĕрте пĕр çул та хаçат çырăнмасăр юлман, кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтетĕп, «Елчĕк ене» çĕлесех пыратăп», — тет сумлă ватă. Эрех-сăрапа, пируспа туслă мар вăл, çавăнпах ĕмĕрĕ те тăсăлса пырать тесе шухăшлать юбиляр.

Мĕнех, 100 çула та çĕр çинчех кĕтсе илме сунатпăр сана, Владимир Никитич.

З.ПОРТНОВА,
ялти ветерансен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code