Ăна туса илни тупăшлă — хуçалăх кассине куллен укçа-тенкĕ кĕрет. Сĕт отрасльне аталантарассине, сектора патшалăх енчен пулăшассине хальхи вăхăтра тĕп вырăна кăлараççĕ.
РФ ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев палăртнă тăрăх, çĕршыври экономикăн йывăр лару-тăрăвне пăхмасăр ял хуçалăх производстви 3,5 процент ỹснĕ. Кăтартăва лайăхлатма сĕт отраслĕ те курăмлă тỹпе хывнă. Иртнĕ çул çĕршывра 32,2 миллион тонна ытларах чĕр тавар туса илнĕ. Çакă отрасле патшалăх енчен пулăшнипе, пысăк технологиллĕ предприятисем уçнипе те çыхăннă. 2022 çулта Раççейре 200 ытла çĕнĕ ферма тунă тата юсанă. Умри тĕллевсемпе паллаштарнă май Дмитрий Патрушев малашне сĕт туса илессин, ăна тирпейлесе хатĕрлессин кăтартăвĕсене лайăхлатасса шаннине пĕлтернĕ. Бизнес пĕр вырăнта тăмасть, аталанать. Кăçал предприятисенче 60 пине яхăн ĕне выльăх вырнаçмалăх фермăсем, комплекссем хутшăнмалла. Çакă отрасль производствине ỹстерсе пыма пулăшĕ.
Раççей Правительстви отрасле курăмлă тĕрев парать. Патшалăх пулăшăвĕ кăçал та сыхланса юлмалла. Çавăн пекех çĕнĕлĕхсем те ĕçе кĕртнĕ: чĕр тавар туса илекенсене субсиди парассине ỹстернĕ, сĕт продукцине маркăлама кирлĕ оборудовани туяннăшăн тăкака саплаштарма тытăнĕç тата ыт. те. Унсăр пуçне, çамрăк выльăх ĕне выльăх сутма кайнă тăкака та тавăрма май пулĕ. Çапла майпа Ял хуçалăх министерстви сĕт отрасльне ытларах пулăшма тытăнĕ, çав шутра выльăх-чĕрлĕх фермисене çĕнетессипе те. Çак мерăсене йышăнни вырăнта продукци ытларах туса илсе импортран хăпассипе çыхăннă.
Республикăри лару-тăрăва илес пулсан, иртнĕ çул выльăх-чĕрлĕхрен 116,8 пин (чĕрĕ виçепе) аш-какай, 461,7 пин тонна сĕт туса илнĕ. Çак тапхăрта ĕне выльăх хисепĕ ỹснĕ, 198,8 пине çитнĕ, çав шутра сăвăнаканнисем — 87,2 пин пуç. Сĕт туса илесси малтанхи çулхипе танлаштарсан, 2,8 процент ỹснĕ. Сăвăм вара 7 процент пысăкланнă.
Кăçал республикăра АПКна аталантарма 2,7 миллиард тенкĕ хывмалла, çăмăллăх кредитне шута илсен — 3,3 миллиард тенкĕ.
Чăваш Енре хушма хуçалăхра ĕне тытакансене икĕ çул субсиди уйăрни те кĕтĕве ỹстерме пулăшнă. Уйрăм çынсене, фермерсене ĕне усрама хавхалантараканни — сĕт хакĕ. Ял хуçалăх организацийĕсенче сăвакан залпа, сĕт пăрăхĕпе усă курни тата чĕр тавара сивĕтсе сутнă май вăл хаклăрах хакпа сутăнать.