Чăн тĕне ĕненекенсем валли Чăваш кĕнеке издательствинче тăтăшах тĕрлĕ кăларăм пичетленет. Çак кунсенче «Асăнтармалли кĕнеке» кун çути курнă.
Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий пиллĕхĕпе 5 пин экземпляр тиражпа тухнăскерне В.Григорьев пухса хатĕрленĕ, ăна кăларнă чухне Хусанта 1900 çулта пичетленнĕ «Поминание» кăларăмпа усă курнă.