Раççей ял хуçалăх эксперчĕсем палăртнă тăрăх, çулталăк вĕçленнĕ тĕле фермерсем онлайн мелпе продукци сутасси 50 миллиард тенкĕпе танлашмалла.
Потребительсем тавара интернет урлă туянма тытăнни рынокра фермерсен продукцине сарма пулăшать. Экологи тĕлĕшпе таса апат-çимĕç туса илекенсен тата маркетплейсра сутакансен йышĕ ỹссех пырать. Раççей ял хуçалăх банкĕн эксперчĕсен кăтартăвĕсемпе 2025 çул тĕлне Раççейри маркетплейсри платформăра «эко», «симĕс» е «органика» категорисенче фермер продукцийĕсене 30 процент вырнаçтармалла.
2022 çулта Раççейре пурăнакансем сеть урлă 600 миллиард тенкĕлĕх апат-çимĕç туяннă. Ку кăтарту, 2021 çулхипе танлаштарсан, 40 процент ытларах. Банкран палăртнă тăрăх, 2023 çул вĕçленнĕ тĕле Раççей рынокĕнче интернет урлă апат-çимĕç сутасси 700 миллиард тенкĕпе танлашмалла. Тавар сутăннине кура продукци пахалăхне лайăхлатаççĕ, ăна упрама каякан тăкаксене те чакараççĕ. «Онлайн мелпе сутакан тавара вырăна çитересси çивĕч тăрать. Çавна май ял хуçалăх продукцине туса илекенсем тата маркетплейссем логистикăна, тавара вырăна çитерессине çĕнĕлле йĕркелеççĕ. Çĕршывра юлашки 5 çулта курьерсем тавара велосипедпа е çуран çитересси сарăлса пырать. Маркетплейссенче саккассен 65 процентне туянакансем хăйсемех илсе каяççĕ», — палăртать Раççей ял хуçалăх банкĕн ĕçченĕ Наталья Худякова.