Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр ĕçченне — тимлĕх

Çĕр ĕçченне — тимлĕх

Мускавра Раççейри хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ассоциацийĕн тата ял хуçалăх кооперативĕсен съезчĕ иртнĕ. Сумлă мероприятие РФ ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев хутшăннă. АПКри пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе, çавăн пекех патшалăх пулăшăвĕн тĕп çул-йĕрĕпе паллаштарнă.

РФ Ял хуçалăх министерстви пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантармалли лайăх майсене сыхласа хăварас тесе тăрăшать. Кашни çулах ун валли федераци тата регион бюджечĕсенчен пысăк укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсем те пулăшу мелĕсемпе усă кураççĕ.

Производство хатĕрĕсем хакланнине шута илсе «Агростартап» гранта улшăнусем кĕртнĕ. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсен тĕрлĕ ĕç-хĕл валли уйăракан чи пысăк сумма шайне 3 миллион тенкĕрен 5 миллион тенкĕ таран ỹстернĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме вара — 5 миллион тенкĕрен пуçласа 7 миллион тенкĕ таран. Тивĕçлĕ йышăнăва Правительствăна пăхса тухма тăратнă.

Хăйсем тĕллĕн ĕçлекен пек шута илнĕ хушма хуçалăхсене пулăшмалли мелсем вăя кĕреççĕ. 2022 çултан тытăнса çакăн пек хуçалăхсене сĕт, аш-какай, пахча çимĕç тата çĕр улми туса илме субсидисем уйăрассине палăртса хăварнă. Çавăн пекех кăçалтан тытăнса хушма хуçалăх тытса пыракан хăй тĕллĕн ĕçлекен граждансем çăмăллăхлă кредитсем илме пултараççĕ.

Приоритетлă тĕллевсен йышĕнче министр çĕр хутшăнăвĕсене лайăхлатмаллине палăртнă. Юлашки çулсенче ку енĕпе чылай ыйтăва татса панă. Сăмахран, 2022 çултан тытăнса фермерсем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче хăйсен таварне сутма пултараççĕ. 2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вара çĕре 5 çуллăха аукцион ирттермесĕрех арендăна илме ирĕк пур. Çаксем фермерсене ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакан пысăк хуçалăхсемпе тупăшма, çавăн пекех производство калăпăшне ỹстерме пулăшĕç. Унсăр пуçне, 2022 çултан пуçласа РФ Ял хуçалăх министерстви ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне тухăçлăн кĕртмелли тата мелиорацие аталантармалли патшалăх программине пурнăçлать. Унăн шайĕнче халĕ 500 ытла пĕчĕк предпринимательлĕх субъектне 4,5 миллиард тенкĕлĕх пулăшу панă. Патшалăх программине çулталăкра пурнăçланин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 560 аграрие 66 пин гектара яхăн пĕтĕмĕшле лаптăк уйăрса панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code