Вăрçă чарăннăранпа 78 çул çитет пулин те, чĕререн тухмасть унăн асапĕ. Чăваш Тăрăм ялĕнчен фронта 214 çын тухса кайнă. 103-шĕ каялла тăван яла таврăнайман. Пирĕн ентешсем те ыттисемпе пĕрле тăшмана хирĕç хăюллăн çапăçнă, хăйсен пурнăçне, çамрăклăхне, вăй-халне шеллемен. Вăрçăран килнисем те ĕнтĕ пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕç.
Вулакана вăрçă ветеранĕсем — Илья Степанович тата Василий Иванович Волковсем пирки çырса пĕлтерес килет.
Илья Волков 1921 çулта Чăваш Тăрăмĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 7 класс пĕтернĕ хыççăн колхозра ĕçленĕ. 1938-1940 çулсенче счетовод пулса тăрăшнă. Часах йĕкĕте Совет Çарне илеççĕ, Латвири Либава хулине 281-мĕш стрелковăй полка лекет. Службăра тăнă чухнех 1941 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланать. Хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле вăл пĕрремĕш хаяр çапăçусене хутшăнать. Анчах та тăшман вăйли сисĕннĕ. Пĕринче салтаксене йĕри-тавра нимĕçсем çавăрса илеççĕ. Илья Степанович, аманнăскер, тыткăна лекет. Куççульсĕр каласа параймастчĕ çак хăрушă вăхăтсем çинчен ветеран. Выçăпа касăхнине, халтан яриччен ĕçлеттернине аса илетчĕ. Çапах та Тăван çĕршыва, пурнăçа юратни çĕнтернех, Аслă Çĕнтерĕве шанни тыткăнрисене вăй парса тăнă, «тамăкран» ырă-сывă тухма пулăшнă. 1945 çулта совет салтакĕсем вĕсене ирĕке кăлараççĕ. Çапла вара Илья Çĕнтерĕве Германинче кĕтсе илет. 1946 çулччен службăра тăрать, кайран яла таврăнать. Мирлĕ пурнăçра та ветеран ятне яман, хисеплĕ те сумлă çын пĕр кун та ĕçсĕр ларман. 1947 çултанпах инвалид пулнăскер сылтăм урипе уксахласа утатчĕ. Ỹпкинчи осколок та вăрçă пирки аса илтерсех тăнă. Тĕрлĕ çулсенче колхозра счетовод, экономист, бухгалтер пулса тăрăшрĕ вăл, ферма коллективне те ертсе пычĕ.
1947 çулта Илья Степанович ял хĕрĕпе, Евгения Гавриловнăпа, çемье çавăрнă. Вĕсем 6 ача çуратса пăхса ỹстернĕ.
Тепĕр ветеран — Василий Иванович Волков. Вăл 1926 çулта çуралнă. Ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ. Вăрçă пуçлансан 1942 çулта ашшĕне лашапа Вăрмара леçет. Унăн ашшĕ вăрçăра пуçне хурать. 1943 çулта хăй те фронта тухса каять. Аслă Таяпари Михаил Адюкинпа тата Тĕмер ялĕнчи Петр Тимофеевпа малтан Ульяновска илсе çитереççĕ вĕсене. Çакăнта салтаксене 6 уйăх шофера вĕрентеççĕ, кайран Мускав хулине илсе каяççĕ. Çĕрпỹртре пурăннине аса илетчĕ ветеран. Тата икĕ уйăх пысăк çар автомашинисемпе çỹреме вĕрентеççĕ вĕсене. Василий Иванович хăйне шанса панă автомашинăпа вăрçă çулĕсемпе таçта та çитет: Румынине, Венгрине, Чехословакине… Салтаксем валли вăрçă хатĕрĕсем, апат-çимĕç, ăшă тумтирсем, техника валли запас пайĕсем турттарать.
Çĕнтерĕве Чехословакинче кĕтсе илет пултаруллă шофер. 1950 çулчченех салтак аттине хывмасть Василий Иванович. Çĕпĕрте службăра тăрать. Киле таврăнсан та вăл шофер ĕçне пăрахман. Мĕн пенсие тухичченех юратнă ĕçĕнче вăй хунă. 1951 çулта вăл çемье çавăрать. Кỹлпуç хĕрĕпе — Ольга Николаевнăпа — 5 ача пăхса ỹстереççĕ. Ольга Николаевна ялти шкулта учитель пулса ĕçленĕ. Ачасене нимĕç чĕлхи тата математика вĕрентнĕ.
В.КРАСНОВА.