Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ

Çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ

Вăрçă… Çак хăрушă сăмаха илтсен чылайăшĕн чунĕ сỹлетсе илет, чĕри ыратса каять, куçран куççулĕ пăчăртанса тухать.Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чылайăшĕн кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнă.

Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн фашистсене хирĕç пирĕн ял çыннисем те хăюллăн кĕрешнĕ. Владимир Васильевич Енедеров Тăрăм ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ялта ăна «Тимĕркке пичче» тесе чĕннĕ. Вăл граждан вăрçине хутшăннă, Чĕмпĕр хулине шуррисенчен ирĕке кăларнă. Çакăн çинчен темиçе хутчен те ял çыннисене каласа кăтартнă вăл. Тимĕркке тĕреклĕ хуçалăх тытса тăнă, ĕçчен те паттăр пулнă. Вăл ялти Тихоновсен йăхĕнчен сăпайлă та хитре София ятлă хĕре качча илет. Вĕсем 7 ывăл та 1 хĕр пăхса ỹстереççĕ. Унсăр пуçне пĕр тăван Федорăн ывăлне — Георгие хăйсен хỹтлĕхне илеççĕ. Тимĕркке пиччен виçĕ ывăлĕ — Василий, Николай, Зинон вăрçа каяççĕ.

Василий 1938 çулта çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăрсен телейне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи татнă. Анастасия Севастьяновна мăшăрĕ каласа кăтартнинчен: «Вăрçă пуçланнă кун, июнĕн 22-мĕшĕнче, мăшăрăм Шăмăршă районне хăма çурма кайнăччĕ. Çемьере чи аслă ывăл пулнă май, уйрăлса тухса пỹрт лартма хатĕрленетчĕ. Çав кунхине каç енне Василий киле çитрĕ. Хытă хăваланипе лаши шап-шурă кăпăк. Вăрçă пуçланни ăна пĕтĕм ĕçе пăрахса яла таврăнма хистенĕ. «Вăрçă» сăмаха пуçласа мăшăртан илтрĕм эпĕ. Тăнсăр пулса йăванса кайнă. Тăна кĕрсен пăхатăп — сăпкари ача патĕнче, кутник сакки çинче выртатăп. Манăн пĕчĕк хĕр ача, Нина, пĕр чарăнми йĕрет. Василий енне пăхса, анне ỹлесех макăрать (эпĕ упăшкан ашшĕпе амăшне «атте», «анне» теттĕм)… Василий вăрçа тухса кайнă кун Нина хĕр ача шăпах çулталăк тултарнăччĕ. Пĕчĕкскер, ашшĕне астуса та юлман вăл, курас çуккине те ăнланма пултарайман».

Нинăн ашшĕ тăшман эшкерĕ Мускава тытса илессишĕн пуçланнă хаяр çапăçусенче паттăрлăх кăтартнă. Нумай наградăсем илме тивĕçнĕ. Тăван çĕршыва фашистсенчен пĕтĕмпех тасатнă хыççăн Василий Владимирович Хĕвел анăç Европăри халăхсене фашизм пусмăрĕнчен ирĕке кăларма хутшăнать. Румыни, Венгри, Чехословаки, Австри çĕршывĕсем урлă иртет унăн сукмакĕ. Шел те, Çĕнтерỹ кунне кĕтсе илеймен паттăр. Вăл 1945 çулта, майăн 2-мĕшĕнче, йывăр сурансене пула госпитальте вилнĕ. Мотострелоксен ятарлă 126-мĕш батальонра тăнă салтака çар чысĕпе пытарнă.

Василий хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр хальхи телейлĕ саманашăн панă. Мăшăрĕ, Анастасия, яланах аса илсе каласа паратчĕ: «Василий вилнине эпĕ тăруках пĕлмен-ха. Çĕнтерỹ кунĕ, майăн 9-мĕшĕнче, ял-йышпа пĕрле култăм-савăнтăм, ирсĕр тăшмана çапса аркатнишĕн вĕçĕ-хĕррисĕр хĕпĕртесе юрларăм та, ташларăм та. Мăшăрăм часах таврăнать-ха тесе, кашни кунах кĕтме пуçларăм. Анчах та Çĕнтерỹ кунне уявланă хыççăн тепĕр эрнерен хăрушă хыпар çитсе мана ураран ỹкерчĕ: «Мăшăру вăрçăра пуçне хунă».

Василий мăшăрĕ патне тăтăшах çыру çỹретнĕ. Кашни çырăвĕнчех пĕчĕк хĕрне Нинăна уйрăм салам янă. Паттăр салтак янă çырăвĕсене мăшăрĕ тирпейлĕ упранă. Вилнĕ хутсем ытти çынсене те килнĕ. Мĕнле йывăр пулсан та, алла усса ларман салтак арăмĕсем. Анастасия та ытти хĕрарăмсем пекех çурлапа тырă вырнă, авăн çапнă, ялти ытти ĕçсене пурнăçланă. Улатăр патĕнче окоп чавнă. Çĕр ĕçĕ йăлтах хĕрарăмсем çине тиеннĕ.

1941 çулхинех Николайпа Зинон та хăйсен ирĕкĕпе вăрçа тухса кайнă.

Николай Енедеров, 1914 çулта çуралнăскер, çĕршывăн тĕп хулинче пилĕкçуллăх стройкисенче ĕçленĕ. Мускавра метро тума хутшăннă. Фронта кайиччен «Трехгорная мануфактура» фабрикăра тăрăшнă. Вăл та, аслă пиччĕшĕ пек, Мускава хỹтĕлеме хутшăннă. Часах Енедеровсен килне пĕрремĕш хăрушă хыпар çитнĕ — малтанхи çапăçусенчех Николай вилмеллех аманать. Ăна Тверь облаçĕнчи Глухарево ялĕнче 1942 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче пытарнă.

Зинон Енедеров 1932 çулта Патăрьелĕнчи педтехникума питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Çамрăк учитель пĕр вăхăт Комсомольски районĕнчи Хирти Сĕнтĕрте ачасене вĕрентнĕ. 1933-1938 çулсенче Мускаври пединститутра вĕреннĕ. Вăрçă пуçланас умĕн Пушкăрт Республикинчи Белорецк хулинче пĕр шкулта биологи, хими предмечĕсене вĕрентнĕ. 1940 çулта Хĕрлĕ Çара кайнă. 1944 çулта гварди лейтенанчĕ Киева ирĕке кăларнă чухне паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.

Питĕ шел, Николайпа Зинон çамрăклах пуçĕсене хучĕç — хăйсен ăрăвĕсене малалла тăсма пỹрмен вĕсене.

Тăваттăмĕш ывăлĕ Михаил та «Вперед» колхозра бригадирта ĕçленĕскер, тăванĕсем çапăçу хирĕнче юн юхтарнă чухне текех ялта пурăнма пултарайман.

Михаила та вăрçă хирне ăсатаççĕ. Вăл Маньчжурире Япони захватчикĕсене хирĕç çапăçать. 1946 çулта киле çар наградисемпе таврăнать, мирлĕ ĕçе кỹлĕнет. Михаил çемье çавăрать. Мăшăрĕпе 2 хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Вăл 1976 çулта вилнĕ.

Ананий Енедеров 1926 çулта çуралнă. 1943 çулта Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ. Çав çулах салтак тумне тăхăннă. 7 çул вăл Совет Çарĕнче пулнă. Служба хыççăн Мускаври Сергей Орджоникидзе ячĕллĕ инженерипе экономика институтне вĕренме кĕрет, ăна 1958 çулта пĕтерет. Пĕр хушă Мускаври «Металлист» заводра планпа производство уйрăмĕнче ертỹçĕ пулса ĕçлет. Юлашки çулсенче инженерипе экономика институтĕнче наукăпа тĕпчев лабораторийĕнче ертỹçĕ пулса ĕçленĕ. Вĕсем мăшăрĕпе 2 хĕр çитĕнтернĕ.

Енедеровсен улттăмĕш ывăлĕ Яков «Правда» колхозри паллă механизаторсенчен пĕри пулнă. Ан тив, ăна хĕç-пăшал тытса çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçма тивмен пултăр. Анчах мирлĕ ĕçре çĕршыв хăватне çĕклессишĕн вăй-халне шеллемен. Салтакран таврăнсан çерем уçнă çĕре хутшăннă.

Пирĕн пуласлăхшăн, çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пурнăçне шеллемен паттăрсем пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Вĕсем ĕмĕрлĕхех канăç тупнă. Апла пулин те эпир вĕсене нихçан та асран кăлармăпăр.

Людмила ЕНЕДЕРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code