Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кайăк-кĕшĕк грипĕ — хăрушă

Кайăк-кĕшĕк грипĕ — хăрушă

Кайăк-кĕшĕк грипĕ вируслă чир шутланать. Вăл чирлĕ кайăкран сыввине сывлăш тата апат-çимĕç урлă лекет.

Чăх-чĕпе, хур-кăвакала кайăк грипĕпе чирлесрен кашнийĕнех çакна асра тытмалла:

  • кайăк-кĕшĕк продукцине ваккăн тавар сутакан стационар предприятийĕсенче тата апат-çимĕç пасарĕнче кăна туянмалла (тавар упаковки çинче ăна туса кăларакан предприяти тата продукт ячĕсем, продукцие хăçан кăларнине кăтартакан дата, ăна упрамалли срок тата условисем паллă пулмалла, паллах, нормативпа техника докуменчĕ те кирлĕ);
  • çак продукцие палламан çынсенчен тата сутма юраман вырăнсенчен туянмалла мар;
  • кайăк-кĕшĕк продукцине килти условире нумай вĕретсе-ăшаласа хатĕрлемелле (çамрăк чăх тушкине — çур сехет, çитĕннĕ чăхха пĕр сехетрен кая мар пĕçермелле, çăмартана чăмăрла пĕçерсен шанчăклă;
  • чăх-чĕп тушкине вакланă чухне резина перчетке тăхăнмалла, ку вăхăтра сăмсана перĕнмелле мар, пỹрнене çăвара чикмелле мар, какай вакланă хыççăн ывăспа çĕççе тата перчеткене вĕри шывпа, супăньпе çумалла, шăнтнă продукцие микрохумлă кăмакара ирĕлтермелле — çакă вирусран пуçĕпех упранма май парĕ.

Кайăк-кĕшĕк усраканăн çакна çирĕп пăхăнмалла:

  • кайăк грипĕ ересрен сыхланас тĕллевпе чĕрĕ кайăка туянасран-усрасран тытăнса тăмалла;
  • килти хуçалăхра усрамалли кайăк-кĕшĕке ятарлă пасарсенче анчах туянмалла;
  • чăх-чĕп, хур-кăвакал апат çиме, шыв ĕçме пăрахсан, сỹрĕкленсен, вĕсен тĕпекĕ-киккирикĕ кăвакарсан, нумайăшĕ вилсен пĕр тăхтаса тăмасăр ветеринари службин специалисчĕсене чĕнсе илмелле;
  • килти кайăксен каяшне харпăр хăй хуçалăхĕнчен кăлармалла мар: малтан биотермика мелĕпе сиенсĕрлетмелле;
  • вилнĕ кайăксен тушкисене, тĕк-çунатне, ăш-чикне дезинфекци туса биотермика шăтăкĕсене хураççĕ е çунтараççĕ.

Сунарçăсен те питĕ сыхă, тимлĕ пулмалла:

  • кайăк хур (кайăк кăвакал) халсăрланни, çынран хăрани, тайкаланса утни сисĕнсен, тытнă тупăша полиэтилен миххе хурса патшалăхăн ветеринари службин представительне памалла;
  • алă çинче суран е кăвакарнă вырăн пулсан, тытнă кайăк-кĕшĕк тушкине тирпейленĕ чухне резина перчетке тăхăнмалла: юн ỹте, куçа, çăвара лекесрен асăрханмалла, кайăк ăш-чикне, тĕк-çунатне çунтарса ямалла;
  • вăрман кайăкĕн тата шывра ишекен кайăкăн какайне сутма тата улăштарма пачах юрамасть.

Тискер кайăксен миграцийĕ шăпах чир-чĕр тухассине витĕм кỹрет те. Астăватăр пулĕ, 2016 çултан пуçласа 2018 çулччен Раççейре кайăксен грипне пула 6 миллион ытла кайăк-кĕшĕк пĕтнĕ, темиçе фабрика панкрута тухнă.

Кайăк-кĕшĕк грипĕ пирки мĕншĕн тепĕр хут аса илтĕмĕр? Юлашки вăхăтра çак чире пирĕн республикăпа кỹршĕллĕ Мари Эл Республикинче, Удмуртире, Киров облаçĕнче тупса палăртнă. Ăна ертекенĕ-сараканĕ — куçса-вĕçсе çỹрекен чайка (дикая чайка).

Кайăк-кĕшĕк туянакансене тепĕр хут асăрхаттарас килет. Чăх-чĕп е хур-кăвакал туяннă чухне сутуçăран ветеринари службинчен илнĕ ятарлă документ ыйтмалла. Енчен те çакнашкал хутпа сире паллаштараймарĕç пулсан, вĕсене туянма ан васкăр. Тен, шăпах эсир туянма шутланă кайăк-кĕшĕкĕн мĕнле те пулин чир палли пур.

Чăх-чĕпе вăхăтлă прививка туни чиртен упранма май парать. Хуçалăх çĕнĕ чăх-чĕппе, хур-кăвакалпа пуянланчĕ пулсан, ялти ветеринари службин ĕçченĕпе тĕл пулса канашламалла. Специалист канашĕ кирек хăçан та вырăнлă.

Д.БАЙМУШКИН,
округри ветеринари станцийĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code