Ял пуласлăхĕ мал ĕмĕтлĕ те пуçаруллă çамрăксенче. Яш-кĕрĕм яла юлсан ял пĕтет тесе хăрамалла мар. Нумаях мар пулсан та, пур-ха вĕсем хура тăпрана кăмăллакан, ун çинче ĕçлеме килĕштерекен яшсемпе хĕрсем.
Дмитрий Трофимов «АСК-Яльчики» агрофирмăра агрономра тăрăшать. Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче агронома вĕренекенскер кунта иккĕмĕш çул вăй хурать.
— Мĕнпе илĕртет тата тыткăнлать сана ял? — ыйтатăп каччăран.
— Мĕн пур енĕпе. Таса сывлăш, ытарайми тавралăх. Уй-хир хăйĕн хитрелĕхĕпе туртать. Ирех уя тухса кашни чечек-курăк куç умĕнче «чĕрĕлнине», хĕвел пайăркисем сывлăм пĕрчисем çинче вылянине курнинчен, тăри тата ытти вĕçен кайăксен юррине тăнланинчен ырри тата мĕн пур-ши? Ялта хăвăн пурнăçупа ырлăхушăн хăв хуçа. Çуркунне çур аки тăвать хресчен, кĕркунне вара тыр-пул, пахча çимĕç тухăçĕшĕн савăнать, — хыпарлать Дмитрий.
Вăл çĕр ĕçĕпе ĕçлеме пуçлани нумаях мар-ха, çапах та çамрăкра тăван тăрăха юратни ачаранах çирĕпленни курăнать. Тăван хуçалăх уй-хирĕнче вăл хăйне шанчăклă тытать.
— Мĕншĕн шăпах агроном профессине суйларăн?
— Маларах урăх ĕçре тĕрĕслерĕм хама. Шкул хыççăнах программиста, пĕр харăсах водителе вĕрентĕм, çарта пулса салтак тивĕçне пурнăçларăм. Хĕсметрен таврăнсан пĕр тапхăр Росгварди сотрудникĕнче тăрăшрăм. Çапах та вăхăт иртнĕ май тăван тăрăх хăй патнех туртнине туйса илтĕм. Яла черетлĕ хут килсен аттепе аннене тăван хуçалăхра ĕçлеме кăмăл пуррине пĕлтертĕм. Агрофирмăна ĕçлеме вырнаçсан вара мана ертỹлĕх агронома вĕренме кайма сĕнчĕ. Сĕнĕве, паллах, хапăлласах йышăнтăм.
Сăмах май, Дмитрийăн ашшĕ те — Алексей Александрович — «АСК-Яльчики» агрофирмăра чылай çул вăй хурать, завсклад тивĕçне пурнăçлать. Мăшăрĕпе, Алина Ильиничнăпа, 4 ача çитĕнтереççĕ вĕсем.
Дмитрий ачасенчен чи асли. Иккĕмĕшĕ Владислав тĕп хулара пурăнать. Данил — çарта, Артем вара Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче 8-мĕш класра пĕлỹ илет.
Дмитрие хуçалăх ура çинче çирĕп тăни, кунти ĕçченсем тараватлă та туслă пулни, çамрăксене хапăлласах йышăнни савăнтарать:
— Агрофирмăра ĕç кал-кал пыни, кашни ĕçчен хăйĕн тивĕçне пĕлсе пурнăçлани пысăк тухăçлă пулма май парать. Иртнĕ çул хуçалăхра 13 пин тонна элита çĕр улми илме пултарни — пысăк çитĕнỹ. Кăçал та плансем питĕ пысăк. Çав вăхăтрах тивĕçлĕ ĕç укçи илни те савăнтарать, — палăртать çамрăк агроном.
Елена ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Ашшĕпе ывăлĕн ĕçре канашламалли ыйтусем тупăнсах тăраççĕ.