Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу парасси округра пĕртте чарăнмасть.
Ĕнел ялĕнче пурăнакансем те ыркăмăллăх ĕçĕнчен айккинче юлман, укçа-тенкĕ, чăлха-нуски, апат-çимĕç пухса панă. Хальхинче вĕсем хăйсемшĕн çĕнĕ ĕç пурнăçланă: 85 тăваткал метрлă маскировка сетки çыхнă.
Сергей Куприянов ял старости ертсе пынипе ĕç хыççăн клубра пуçтарăнса виçĕ каç хушшинче вĕçленĕ ăна. Сăваплă ĕçе ватти те, вĕтти те хутшăннă.