Куçран куçа пăхса та, ай, пурнар-и?
Ыр туйăмсем ан иртчĕр ĕмĕрне.
Эпир савса чĕннĕ, эсир савса килнĕ
Хисеплесе, тăванăм, пĕр-пĕрне…
Ăшпиллĕ сăмахсем Шупашкарти «Амазония» этнопаркра иртнĕ Елчĕксен ентешлĕхĕн уявĕпе çыхăннă. Шăматкун унта пулнă кашни çын тăванлăх туйăмĕпе тулса тăчĕ-тĕр. Хаваслă юрă-кĕвĕ, спорт вăййисем, тĕрлĕ курав, аттракционсем тунсăхлама памарĕçех. Чи пахи — тахçан курман тус-юлташсене тĕл пулса чуна уçса калаçни мар-и?
Уяв округăн пĕрлештернĕ хорĕ Чăваш Енĕн тата Елчĕк округĕн Мухтав юррисене юрланинчен пуçланчĕ. «Елчĕксен ентешлĕхĕ» обществăлла организаци ертỹçи Юрий Карпов туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Вăл ертсе пыракан туслă команда пĕр вырăнта тапăртатса тăмасть — шав малалла талпăнать. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшас тĕллевпе Телеграм-каналра уйрăм ушкăн йĕркеленĕ, ятарлă счет çине куçакан укçа-тенкĕпе салтаксем валли кирлĕ хатĕрсем туянаççĕ. Ыр кăмăллăх акцине уявра та йĕркелерĕç. Пулăшу пухмачне чи малтан 10 пин тенкĕ Юрий Михайлович хыврĕ. Малалла вăл ĕçе халăх хушшинче волонтерсем тăсрĕç.
Пĕлтĕр, июль уйăхĕнче, Тăрăм территори пайĕнче тĕп хуларисем пуçласа ентешлĕх уявне йĕркеленĕ. Ултă ялтан пуçтарăннă ватăсем, общество ĕçĕн хастарĕсем тахçанах кунашкал уяв пулманнине пытарман. Нумай активиста Хисеп хучĕсемпе, хаклă парнесемпе чысланă. Елчĕк тăрăхĕнчен тухнă сцена ăстисен юрри-ташши кăмăла çĕкленĕ. Çак çĕнĕлĕхе ытти территори пайĕсенче те ирттернĕ. Август уйăхĕнче ăна Çĕнĕ Пăвара ирттерме палăртаççĕ. Кунашкал уява, калас пулать, ытти округсен ентешлĕхĕсем вăя кĕртмен.
Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый сăмах илнĕ май, тĕп хулари ентешсем округпа тачă çыхăнса ĕçленине, пулăшса пынине палăртрĕ.
— Елчĕксем кирек хăçан та, кирек ăçта та малтисен йышĕнче пулма хăнăхнă, — терĕ вăл. — Паянхи мероприяти те çавнах çирĕплетет. Туслăхра ĕç ăнать. Ялан пĕрле пулар, ялан пĕрле пурăнар.
Вăл округăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн, çамрăксене ăс-хакăлпа кăмăл-сипет, патриотла воспитани пама активлă хутшăннăшăн Чăваш патшалăх университечĕн хăрушсăрлăх управленийĕн начальникне Олег Викторова «Елчĕк районне — 95 çул» асăну медалĕпе чысларĕ.
Çав вăхăтрах Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем — Николай Малов, Юрий Попов, Владимир Викторов, Петр Краснов сăмах каланă май, Леонард Васильевича хăйне вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн муниципалитет пĕрлĕхĕсен Пĕтĕм Раççейри конгресĕн Хисеп паллипе наградăларĕç. Асăннă пĕрлĕхĕн Хисеп грамотине Юрий Карпов, Тав хутне Елчĕк территори пайĕн пуçлăхĕ Юрий Блинов тивĕçрĕç. Вадим Чернов уйрăм пайтаçăн ĕçри хастарлăхĕпе обществăри пуçарулăхне ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе палăртрĕç. Ăна тата Сергей Козлова (Силуан аттене) ятарлă çар операцийĕпе çыхăннă пулăшу мероприятийĕсенче пултаруллă пулнăшăн республикăри «Доблесть» организацин медалĕпе наградăланине те палăртма кăмăллă.
Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова пултаруллă ентешсене тĕрлĕ министерствăсен наградисене тивĕçнипе саламларĕ: Александр Портнова («Улăп» ФОК), Алина Савельевăна (хулари 78-мĕш ача сачĕ), Татьяна Васильевăна (Яманчỹрел), Вера Молоствовăна (Аслă Елчĕк), Алевтина Хушкинăна (Елчĕк), Алина Максимовăна (Тỹскел)…
Хĕрарăмсен общество юхăмне аталантарас тĕлĕшпе пысăк тỹпе хывнăшăн Чăваш Республикин Хĕрарăмсен союзĕн обществăлла организацийĕн Тав хучĕпе Марина Демьяновăна (Елчĕк), Галина Никифоровăна (Элекçей Тимеш), Татьяна Филимоновăна (Аслă Елчĕк) чысларĕç. Вăл йышра пирĕн ĕçтеш, Светлана Архипова та пур.
Уява килнисем Елчĕкри вăтам шкул коллективĕ И.Яковлев 175 çул тултарнине халалланă куравпа, ялти ăстасен — Валерий Волков (Çуткỹл), Раиса Горшкова (Курнавăш), Наталия Муллина (Кĕçĕн Таяпа), Римма Парферьевăпа Наталья Филиппова (искусство шкулĕ) ĕçĕсемпе тĕлĕнчĕç те. Ентеш-маçтăрсен — Зинаида Воронова, Людмилăпа Николай Балтаевсен шедеврĕсемсĕр те пĕр мероприяти те иртмест тĕп хулара.
Саламсемпе чыславсем илемлĕ юрă-ташăпа йĕркеленсе пычĕç. Патреккел, Елчĕкри «Туслăх», Çĕнĕ Пăвари «Илем» халăх коллективĕсем, Тỹскелĕнчи «Шуçăм», «Тускил», Лаш Таяпари «Сударушки», Кивĕ Эйпеçри «Хĕлхем», Çирĕклĕ Шăхалĕнчи «Душа поет» ансамбльсем, искусство шкулĕн «Хавхалану» ташă ушкăнĕ, Кĕçĕн Таяпари Муллинсен çемйи, Юрий Кашкăрпа (Лаш Таяпа) Валерий Архипов (Елчĕк) тата Шупашкарта пурăнакан вуншар ентеш-юрăç çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм, хавхалану парнелерĕç. Уяв программине Аслă Таяпа хĕрĕ, Çĕнĕ Шупашкар хулин радио дикторĕ Елена Лаврентьева (Колсанова) ăста ертсе пычĕ.
Хулари «кил хуçисем» ялтисене тарават кĕтсе илсе ăсатса ячĕç. Пĕтĕм делегацие икĕ хутчен вĕри апатпа хăналарĕç. Ентешлĕхĕн чăн-чăн чăвашлăхне çирĕплетрĕç çапла майпа.
ШУХĂШ:
Ольга ГАЛОШЕВА — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн музей заведующийĕ:
— Ентешлĕх уявĕ çынсене пĕрлештерет, вăй-хал хушать. Елчĕк тăрăхĕнчен нумай пултаруллă арсемпе хĕрсем тухнине кунта тепĕр хут курса ĕненетĕн, вĕсемшĕн мăнаçланатăн. Вĕсене курса тата тăрăшса ĕçлес килет.
Антон ЛАВРЕНТЬЕВ — Çĕнĕ Шупашкарти 8 номерлĕ шкулти 6-мĕш класра вĕренекен:
— Эпĕ курава анне сĕннипе илсе килтĕм хамăн ĕçсене. Пĕлтĕр хулари наукăпа практика конференцийĕнче пултăм та… чăваш тĕррипе «чирлерĕм». Кунта, акă, масмаксем, салфеткăсем, яркăчсем, арçын калпакĕ, магнитиксем. Салтак тутри тĕрленĕшĕн мана Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Дипломпа чысланăччĕ. Кунта питĕ килĕшет мана.
Николай МАЛЫШКИН.