Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче — пĕрремĕш

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче — пĕрремĕш

Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ 2022-2023 çулсенчи хĕл тапхăрĕнче выльăх-чĕрлĕх пăхакан уйрăм ĕçченсем выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессипе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ, чи лайăх ĕçленисене палăртнă. Вĕсене округ администрацийĕн Хисеп грамотипе тата укçан преми пама йышăннă:

«Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Ольга Георгиевна Крысова ĕне сăвакан оператора. Вăл хăйне çирĕплетсе панă кашни ĕнерен 7025 килограмм сĕт сунă.

«Победа» сахал яваплă обществăри Маргарита Федоровна Курицына мăйракаллă шултăра выльăх самăртакан оператора. Вăл пăхакан выльăхсем пĕр талăкра 1150 грамм ỹт хушнă.

Акционерсен «Прогресс» хупă обществинчи Ирина Борисовна Мартемьянова сысна çурисем туса илекен оператора. Вăл пĕр амаран 21,2 çура илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code