Чăваш халăхне çутта кăларакан, аслă педагог И.Я.Яковлев чăваш халăхне вĕрентес тĕллевпе Хусан кĕпĕрнинче шкулсем уçнă, çав вĕренỹ заведенийĕсем çумĕнче тата уйрăм çĕрте чиркỹсем хăпартнă. Унăн тĕллевĕ — тĕн урлă тăван чĕлхене хисеплеме, юратма вĕрентесси. Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çумĕнчи Таса сывлăш Апостолсем çине аннă ятлă чиркĕве те çав тĕллевпех лартнă.
1885 çулхи нарăсăн 18-мĕшĕнче Сызрань тата Чĕмпĕр Епископне янă çырура И.Я.Яковлев чиркỹ уçассипе çыхăннă кашни саманта çырса кăтартать.
«1879 çулта мастерскойсем валли тесе тунă уйрăм ларакан шкула пысăклатса, кăшт улăштарса чиркỹ тăвас шухăш 1881 çултах çуралнă манăн. Кĕпĕрне инженерĕ А.И. Львович-Кострица (мастерскоя унăн проекчĕпе лартнăччĕ) çак ĕçĕн сметипе проектне хатĕрлерĕ. Тăкак пурĕ 5323 тенкĕ те 86 пус пулмаллине палăртрĕ. Сметăна Чĕмпĕр кĕпĕрни правленийĕн строительство уйрăмĕ пăхса тухса çирĕплетрĕ. 1881 çултах штукатурка ĕçĕсен пĕр пайне пурнăçларăмăр.
1883 çулхи çуркунне çирĕплетнĕ проектпа чиркỹ тума пуçларăмăр, ĕçе ертсе пыма тата тĕрĕслесе тăма ремесла училищин директорĕ пулнă Данилова чĕнтĕм. Хрампа унăн çумĕнчи çурта эпĕ ыр кăмăллăх майĕпе пуçтарнă укçапа тăвăпăр пуль тенĕччĕ. Мĕншĕн тесен пуçарнă сăваплă ĕçре пулăшакансем, православишĕн чунне паракансем пулаççех тесе шутланă.1883 çулхи çуркунне тĕлне укçа паракансем тупăнманччĕ-ха, çапах та мана пĕр-пĕрне укçа кивçен парса пулăшакан Чĕмпĕр обществи алă тăсрĕ. Çаплах Зуров ачисен тата Матвей Александрович Сахаров купса лавккисенчен строительство материалĕсене кивçен, кайран тỹлемелле, пама пулчĕç.
1883 çулхи авăн уйăхĕ тĕлне ĕç вĕçленнĕпе пĕрехчĕ. Тăкакĕ 4015 тенкĕ те 52 пус пулчĕ, çак суммăран 3663 тенкĕ те 51 пусне тỹлесе татнă. Тỹленĕ укçаран 1000 тенкине Комитетран илнĕ, 408 тенки — çынсем пани, 325 тенкĕ те 95 пус — шкул укçи, 1929 тенкĕ те 56 пусне хам Чĕмпĕр обществинчен тата уйрăм çынсенчен кивçен илсе панă.
1883 çулхи авăн уйăхĕнче Хусанти вĕренỹ округĕн попечителĕ пирĕн шкулпа хута ярайман чиркỹ çуртне пăхса çаврăннă хыççăн шкулти лару-тăру тата чиркỹ тума мĕн чухлĕ тăкаклани пирки тĕплĕн çырса пама хушрĕ. Эпĕ çак ĕçе тăхтаса тăмасăр пурнăçларăм. Раççей Императорĕ патне çитнĕ çыру. Вăл унпа паллашнă хыççăн чиркĕве туса пĕтерме 3502 тенкĕ, мана — парăмсене парса татма — 1600 тенкĕ уйăрма хушнă. 1884 çулхи пуш уйăхĕнче укçа çитрĕ.
1884 çулхи çуркуннепе çулла чиркỹри сăрламалли ĕçсене вĕçлерĕмĕр. Куншăн уйрăм çынсем тỹлерĕç. Кĕркунне Император ятĕнчен килнĕ 3502 тенкĕпе иконостас тума пуçларăмăр. Иконостас 2297 тенкĕ те 7 пуса ларчĕ, юлнă укçа — 1204 тенкĕ те 3 пус — Чĕмпĕр кĕпĕрнин казначействинче.
Кăçалхи нарăсăн 17-мĕшчен Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çумĕнче чиркĕве тунă çĕре 6506 тенкĕ те 8 пус панă, çавăн чухлех тăкакланнă. Вĕсенчен православин миссионер обществинчен — 1000 тенкĕ, Чĕмпĕр чăваш шкулĕн фондĕнчен — 325 тенкĕ те 95 пус, уйрăм çынсем — 1283 тенкĕ те 15 пус, Халăх вĕрентĕвĕн министерстви — 3827 тенкĕ те 7 пус куçарнă. Çаплах япаласемпе строительство хатĕрĕсем парса 213 тенкĕ те 8 пуслăх пулăшнă.
Эпĕ сирĕн пата пулăшу аллине тăснă çынсен ячĕсене çырса хăварма та хăю çитересшĕн.
Николай Яковлевич Шатров (576 тенкĕ), статс советникĕн хĕрĕ, дворян хĕрĕ Клеопатра Дмитриевна Раевская (140 тенкĕ), Император керменĕн камергерĕ Александр Александрович Арапов (100 тенкĕ), статс советникĕн мăшăрĕ Екатерина Степановна Ильминская (80 тенкĕ), Пĕтĕм Святойсен чиркĕвĕн тиекĕ Адрианов (125 тенкĕ), Матвей Александрович Сахаров купса (146 тенкĕ), Василий Матвеевич Булычев купса (80 тенкĕ), Чĕмпĕрти Кафедрăллă соборăн тиекĕ Смирнов (140 тенкĕ)».
Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çумĕнчи чиркĕве 1885 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче Сызраньпе Чĕмпĕр епископĕ çутатнă.
1897-1898 çулсенче шкул попечителĕ, Чĕмпĕрти 1-мĕш гильди купси Николай Шатров укçипе алтаре çĕнĕрен купаланă. Ăна та 1898 çулхи чỹк уйăхĕн 29-мĕшĕнче сăвапланă.
Чиркĕвĕн 1 престол — Таса сывлăш Апостолсем çине анни.
1898 çулта асăннă чиркỹ çумĕнче Православин тасачунлăх пĕрлĕхĕ (Православное Святодуховное братство) йĕркеленет.
1898 çулхи чỹк уйăхĕн 5-мĕшĕнче И.Я.Яковлев Сызраньпе Чĕмпĕр Епископне Никандра çапла хыпарлать: «Чĕмпĕр чăваш шкулне çывăх пĕлекенсенчен, ăна кăмăллакансенчен нумайăшĕ чиркỹ çумĕнче Православи обществи йĕркелени усăллă пулнине тахçанах калатчĕç. Общество урлă чиркĕве те, шкула та пулăшма май пулĕ».
И.Я.Яковлев епископа уставăн проектне çирĕплетме ыйтать. Проектăн копине Хусанти вĕренỹ округĕн попечителĕ те пăхса тухать. Вăл Яковлев патне православи обществине йĕркеленине хирĕç мар тесе телеграмма ярать. Чỹк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чĕмпĕрти тĕн коноисторийĕ Православин Тасачунлăх пĕрлĕхĕн уставне çирĕплетет.
1906 çулта И.Я.Яковлев пуçарăвĕпе чиркỹ çумĕнче псаломçă, тиек, иерей пулас текен чăвашсем валли тĕрĕслев комиссийĕ йĕркеленет.
Архивра хулари прихутсăр килти чиркỹсен благочиннăйĕ Дмитрий Ахматов Таса сывлăш Апостолсем çине аннă ятлă чиркỹре пулнă хыççăн 1917 çулхи раштавăн 9-мĕшĕнче Чĕмпĕр епархийĕн управляющийĕ патне янă çыру упранать.
«…Храм хурлăхлă та хỹтлĕхсĕр ларать. Ман шутпа, ăна тăхтаса тăмасăр прихут чиркĕвĕсен шутне куçармалла, иконостаспа, престолĕпе пĕрле. Тĕрĕсне каласан, училищĕре иконостас çумĕнчи хулăн хăмасем уйăрнă алтарь кăна пур, ăна питĕрмен. Чиркỹ çук тесен те юрать, чиркỹ пỹлĕмĕ кăна пур. Ăна та питĕрмен, иконостас умĕнче рояль ларать, кунтах училищĕре вырнаçнă хĕрлĕ армеецсен пухăвĕсем иртеççĕ…»
Чиркỹри хаклă япаласене çывăхри Богоявлени чиркĕвне куçарнă. Пачăшкă турăшсене, ризницăри тумтире, савăт-сапана, ытти хатĕрсене те часрах çав чиркĕвех куçарма ыйтать. Эппин, ку вăхăтра Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çумĕнчи чиркỹ ĕçлемен.
И.Я.Яковлев аса илĕвĕнчен çакă паллă: 1918 çулта чиркỹ çăраççийĕ И.Д.Дормидонтов пачăшкăра пулнă. «Служба кунта тахçанах иртмест ĕнтĕ. Кăçал Мăнкунăн пĕрремĕш кунĕнче кăна кĕлĕ иртрĕ. Чиркĕве совет влаçĕн хушăвĕпе хупнă», — тесе çырать вăл. Апла пулсан чиркỹ 1918 çулта хупăнать.
Таса сывлăш Апостолсем çине аннă ятлă чиркỹ 1991 çулхи чỹк уйăхĕнче çĕнĕрен хута каять. Халăх хушшинче ăна «чăваш чиркĕвĕ» теççĕ. Кĕлĕсем вырăс тата чăваш чĕлхисемпе иртеççĕ. Чиркỹ çурчĕ «Родина В.И.Ленина» патшалăх историпе мемориал заповедникĕнчи Чĕмпĕр чăваш шкулĕ комплексне кĕрет. Çурта епархи тара илнĕ. Настоятелĕ игумен Игнатий, ахаль пурнăçра — Илья Николаевич Григорьев.
Малтанхи пачăшкăсем: В.Н.Никифоров, М.П.Петров, И.Д.Дормидонтов.
Роза МАКАРОВА,
филологи наукисен кандидачĕ.
Ульяновск хули.