Шкул пĕтерекенсен чи хумхануллă мероприяти — сыв пуллашу каçĕ — çывхарать.
Кăçал вăл республикăра пĕр кунта иртет: июнĕн 23-мĕшĕнче. Уява хаваслă, пĕр пăтăрмахсăр йĕркелессине шкулсенчи яваплă çынсем татса парĕç. Вăл кун суту-илỹ точкисенче сăра-эрех, алкогольлĕ ытти шĕвеке сутма чарнă.