Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аннем çинчен сăмахăм…

Аннем çинчен сăмахăм…

Пирĕнпе шухăшсем хуçаланаççĕ. Умлăн-хыçлăн явăнаççĕ вĕсем пуçра. Хăшĕ-пĕри пачах манăçăнмасть — тăтăш канăçсăрлантарать.

Пирĕн анне, Екатерина Васильевна Михайлова, пурнăçран уйрăлнăранпа вунă çул çитрĕ ĕнтĕ. Вăхăт шав иртет пулсан та, унăн сăнарĕ манăçми. Ялан тухса тăрать вăл куç умне.

Аннепе пĕр вăхăтрисем пурте тенĕ пекех пĕрешкел йывăр çул утса тухнă. Вăл 1919 çулхи раштавăн 10-мĕшĕнче Анатри Тимешри Василипе Васса Игнатьевсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Ун хыççăн Праски, Энтри, Марина кун курнă. Кукаçи, анне каласа панă тăрăх, питĕ маттур пулнă. Кăтра, сарă çỹçлĕскер. Анчах унăн ĕмĕрĕ кĕске пулнă — 40 çула çитсенех çĕре кĕнĕ. Кукамай, пысăк хуйхăпа тулнăскер, чиркĕве туртăннă. Анне, ачасенчен чи асли, килти нумай ĕçе хăйĕн çине илнĕ. Тăватă класс кăна пĕтернĕ те, çапах та уншăн çĕнтерме пултарайман чăрмавсем пулман. Ĕненетĕр-и? Шăллĕпе йăмăкĕсене çавăтса кантура кайнă та …колхоза кĕме заявлени çырнă вăл. Пĕрлешỹллĕ хуçалăх йĕркелени вĕсен пурнăçне самаях çăмăллатнă.

Часах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланать. 21 çулхи хĕре ФЗОна вĕренме яраççĕ. Торф кăларнă çĕрте те тăрăшать. Çи-пуç япăххи те, апат-çимĕç çителĕксĕр-ри те хушнă ĕçсене вăхăтра пурнăçлама чăрмантарма пултарайман. Çĕнтерĕве çывхартас тĕллевпе вăй илнĕ шухăш хавхалантарсах тăнă.

Яла таврăнсан Кĕтерне хăрушă хыпар илтет: ачаран пĕрле выляса ỹснĕ, çитĕнсен туслă пулнă савнийĕ вăрçăра пуçне хунă. Çийĕнчех тата Энтри шăллĕ хыпарсăр çухални çинчен пĕлтерекен çыру çитнĕ (кайран тĕрĕс-тĕкелех таврăннă). Хуйха-суйха пусарас тесе Аслă Пăла Тимешри тăванĕсем патне каять хайхи. Анне яштака та ятуллă хĕр пулнă та, кỹршĕ арçынни куçран вĕçертменех пулĕ çав: хăйĕн вăрçăран аманса таврăннă ывăлĕпе паллаштарма шутлать. Ытлашши сăмах ваклама юратман, ырă кăмăллă каччă та аннене килĕшнĕ. Çапла вара пĕр шухăшлăхра 1945 çулта çĕнĕ çемье чăмăртанать. Пурнăçри çĕнĕ пулăм хыççăн та анне тỹрех ĕçе кỹлĕннĕ. Ăçта янă — çавăнта тăрăшнă. Вăрман касма кайни çинчен уйрăмах час-часах аса илетчĕ вăл. Ăна, вăйлă та çирĕп кĕлеткеллĕскере, шухă лаша çирĕплетсе панă. Хĕрарăмсем вăл ăйăра кỹлме яхăнне те пырайман. Фермăра чăх-чĕп пăхнă, уйра тырă вырнă, кантăр çапнă… Тыл ĕçченĕсем хăйсен ĕмĕрĕ тăршшĕпе тытса туман ĕç юлнă-ши? Колхоз производствинчи утса тухнă пархатарлă çулне хакласа ăна «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе чысланă, «Победа» колхозăн тава тивĕçлĕ колхозници» ят панă май, çурт çине Хисеп хăми вырнаçтарнă.

Мăшăр çунат айĕнче пĕрин хыççăн тепри килнĕ эпир çемьере. Чи асли — Михаил — 1947 çулта çуралнă. Водительте вăй хунă. Чулхулара пурăнать. Николая 6 класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти физикăпа математика шкулне вĕренме янă, кайран вăл Мускавра тĕпленнĕ. Шел, пурнăçĕ вăрăм пулмарĕ унăн. Валентина — çĕвĕç, Федор — инженер, Галина — сутуçă, Раиса — технолог. Вĕсем тăваттăшĕ те тăван республикăра тымар янă. Эпĕ, товароведа вĕренсе тухсан, кĕске вăхăт хушши Елчĕкри райпора ĕçлерĕм. Ун хыççăн çемьепе — 20 çул Çĕпĕрте. Паян Михайловсен йăх-несĕл тымарне çирĕплетекенсен йышĕнче 11 мăнук, 10 кĕçĕн мăнук,1 кĕçĕн-кĕçĕн мăнук.

Атте — Петр Деомидович — 1925 çулхиччĕ. 83-ре чухне унăн пурнăçĕ татăлчĕ. Аннепе 64 çул пурнăç сукмакĕпе шăкăл-шăкăл калаçса утнă, пире тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тимленĕ. Аттен вăтам пĕлỹ илме май пулнă, вăл, 18-ти йĕкĕт, вăрçа тухса каять. Пĕр çапăçура мина çинче сирпĕнсе аманать, суккăрланать. Вара медсестра ăна тăван килех илсе çитерет. Темиçе операци хыççăн кăштах куракан пулать. Аттен фронтри хăюлăхĕпе паттăрлăхне пĕр орденпа тата 10 медальпе палăртнă.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Татьяна ПОРТНОВА.
Аслă Пăла Тимеш.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code