Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уй-хирĕсем, ав, епле хỹхĕм!

Уй-хирĕсем, ав, епле хỹхĕм!

Çанталăк условийĕсене кура кăçал вырмана ир тухасси куç кĕрет. «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи тыр-пул уйĕсенче пулса курнă хыççăн çакна тепĕр хутчен çирĕплетсех калама пулчĕ: ав, кур, пучахсем тулса çитнĕпе пĕрех…

— Вырмана тухас вăхăт Питрав уявĕ хыççăн темиçе кунлăха та тăсăлмĕ, — терĕç Юрий Викентьев председательпе Владимир Мясников агроном та.

Вăрлăх туса илме ятарласа уйăрнă участоксене шута илес тĕллевпе хуçалăха пырса çитнĕ Раççей ял хуçалăх центрĕн округри уйрăмĕн ертỹçипе — Олег Карсаковпа пĕрле хуçалăхăн темиçе уйне те çитсе куртăмăр. Шыв пек пĕр тикĕс ешерекен калчасем аякранах куçа илĕртеççĕ. Ĕçпе пиçĕхекен çĕр çынни хăй тата епле савăнмĕ çак ытарма çук илемлĕ уй-хирсене курса. Тĕш тырă культурисем — «Ликамеро» сортлă çурхи тулă, «Новоершовская» кĕрхи тулă, «Макс» (элита) сĕлĕ, «Эксплоэр» (элита) урпа, чăннипех, пысăк тухăç шантараççĕ. Епле пĕр тикĕс аталанаççĕ вĕсем. Анасем çинче çум курăк пĕрчине тупаймăн.

Кашни çул тухăçлă тыр-пул пухса кĕртекен «Сатурн» ЯХПКра тунă çитĕнỹсемпе анчах лăпланса лармаççĕ, тухăçа ỹстермелли çĕнĕлĕхсене алла илеççĕ, ытти майсемпе те анлăн усă кураççĕ. Малтанах çĕре чи лайăх вăрлăхсем варăнтарни çинче чарăнса тăрар. Çỹлерех асăннă сортсем пурте шăпах çак хисепрен. «Ликамеро» çурхи тулă пирки чарăнса тăрас пулсан та, пахалăхне кура унăн хакĕ те пур — вăрлăхăн 1 килограмне 39 тенкĕ тỹлесе илнĕ. Ун вырăнне вăл çак хака тивĕçлипе тỹрре кăларнине палăртрĕç председательпе агроном. Иртнĕ çул вăл 1 гектар пуçне илсен, 62 центнер! тухăç панă.

Акнă-лартнă пĕтĕм лаптăксенче минераллă удобренисемпе усă курнă. Унсăр пуçне, «Ликамеро» çурхи тулă пирки тепĕр хут чарăнса тăрар, ăна шăтса тухнă хыççăн та кашни гектар пуçне илсен, 100 килограмм чухлĕ аммиак селитрипе апатлантарнă. Ĕçе çапла йĕркелени тухăçа анчах мар, тырăри клейковина хисепне те ỹстерме май парать. Асăннă сортри çурхи тулла хуçалăхра вăрлăхлăх туса илеççĕ, хăйсенчен ытлашшине сутаççĕ, паллах. Элеватора леçекен пысăк пахалăхлă тырă яланах 3-мĕш класа тивĕçет.

«Сатурн» хуçалăх вăрлăхсене ăçтан килнĕ унтан та туянмасть. Шанчăклă партнерсемпе анчах ĕçлет. Кăçал усă курнă вăрлăхсем вара пурте — «Эко-Нива» фирмăран.

…Черетлĕ вырма ĕçĕсем маларах пуçланнине пĕлсе тăнă çĕрте хуçалăхра яваплă тапхăра кĕтсе илме те, тĕпрен илсен, хатĕр ĕнтĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсенчен татăлса курманран, вĕсем çителĕклех. Тĕш тырă пухса кĕртме хутшăнакан 3 комбайн та паян тесен паян хире тухма хатĕр. Вĕсене иртнĕ çулхи пекех Николай Кругловпа Сергей Зайцева, Геннадий Викентьева шанса параççĕ. Валерий Семеновпа Владимир Краснов, Александр Красновпа Петр Зайцев водительсем пулĕç.

Вырма вăхăтĕнчи йĕпе-сапа та механизаторсене ĕçлеме чăрмав кỹреймĕ. Мĕншĕн тесен иртнĕ çул хуçалăхра ТКМ йышши (1 сехетре 25 тонна таран тĕш тырă алласа типĕтет) мобильлĕ сушилка вырнаçтарма та вăй çитернĕ.

Хальхи вăхăтра кунта, ытти çĕрти пекех, выльăх апачĕ хывассипе тимлеççĕ. Нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнинчен 105 тонна утă хатĕрленĕ. Ĕне выльăха хĕл каçипе тăрантарма çителĕклех вăл. Ăна иккĕмĕш хут çулнинчен тата хатĕрлеме палăртнă — апат ытлашши пулни çитменни мар. Хальлĕхе 1000 тонна яхăн сенаж хывнă, çак ĕç малалла пырать. Василий Лисицын «Беркут» йышши косилкăпа курăка çулса валемсене хывать, Николай Круглов «ДОН-680» йышши комбайнпа ăна пуçтарса вĕтетет. Маларах аса илнĕ водительсем хатĕр массăна ферма çывăхĕнчи траншейăсене турттараççĕ. Вырма пуçланиччен выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе вĕçлеме кирлине вĕсенчен кашнийĕ лайăх ăнланать.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code