Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2023 çулхи августăн 10-мĕшĕнчи 135-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн «Нива» агрофирма» сахал яваплă общество тата «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕн коллективĕсен ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Хуçалăхсенче тыр-пул тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртессине округра чи малтан вĕçленĕ.

«Сатурн» хуçалăх пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртессине вĕçлерĕ. – Çитĕнỹ тунинче мĕн пур çĕр ĕçченĕн тỹпи пысăк. Çавна май вырма ĕçне хутшăннă кашни ĕçчене пысăк тав сăмахĕ калатăп, – палăртать Ю.Викентьев ертỹçĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Сергей Зайцев, Герасим Корнилов, Николай Круглов комбайнерсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code