Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çивĕч ыйтусене çĕкленĕ

Çивĕч ыйтусене çĕкленĕ

Округра пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Информаци ушкăнне округ администрацийĕн пуçăлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова тата ДПМК «Яльчикское» ООО директорĕ Вячеслав Сядуков ертсе пынă.

Ертỹçĕсем чи малтанах округ администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче вырăнти тата территори пайĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Калаçу Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем тавра иртнĕ: 2024 çулхи çурхи-çуллахи тапхăрта Чăваш Республикин территорийĕсене пушартан упрасси, муниципалитет тата республика çул-йĕрĕсен пахалăхĕ тата вĕсене юсасси.

Пуçтарăннисен умĕнче шалти службăн капитанĕ -Патшалăх пушар тĕрĕслев инспекторĕ Сергей Сардаев сăмах илнĕ. Вăл округ пуçлăхĕн кăçалхи мартăн 19-мĕшĕнчи «Елчĕк муниципалитет округĕн территорийĕнче 2024 çулхи çурхи-çуллахи пушар хăрушсăрлăхĕн тапхăрĕнче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли мерăсем çинчен» йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланакан тата пурнăçлама палăртнă ĕçсем пирки каласа кăтартнă.

Республика территорийĕнче пушара хирĕçле уйрăм йĕрке вăйра тăрать, вăл халăха пушартан сыхланма, вăрмансен çывăхĕнче уйрăмах тимлĕ пулма хистет. Йĕркесем çирĕп. Патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, вăрман çывăхĕнче вырнаçнă организацисемпе предприятисен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, общество пĕрлĕхĕсен, вăрман çумĕнче пурăнакан уйрăм çынсен тата çак территоришĕн яваплă граждансен юр кайса пĕтнĕ тапхăртан пуçласа йĕпе-сапаллă кĕркунне пуçланиччен е юр çăвичченех вăрман çумĕнчи 10 метр лаптăка çỹп-çапран, типнĕ курăкран, вут-çулăм хăвăрт хыпса илме пултаракан хатĕрсенчен тасатсах тăмалла. Вăрман çумĕпе сухаласа йĕр (вăл 0,5 метрпа танлашмалла) тумалла. Халăхăн çак тапхăрта вăрмана кĕрсе çỹреме, кăвайт чĕртме, типĕ курăка е çỹп-çапа, ытти хатĕре çунтарма юрамасть.

— Пушарсен пысăк пайĕ халăхăн тимсĕрлĕхне тата асăрханусăрлăхне пула тухать, унран сыхланса хăрушсăрлăх йĕркисене яланах пăхăнасчĕ, тимлĕ пуласчĕ, — палăртнă Сергей Геннадьевич.

«…..»

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code