Среда, 26 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Заявкăсем йышăнаççĕ

Заявкăсем йышăнаççĕ

Июль уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче республикăра «Уй кунĕ — 2024» курав иртет. Хальхи вăхăтра агрофорума хутшăнакансенчен заявкăсем кĕтеççĕ.

Йĕркелỹçисем — ЧР Ял хуçалăх министерстви, ЧР «Агро-Инновацисем» предприяти, Чăваш Енри наукăпа тĕпчев институчĕ тата Çĕрпỹ округĕн администрацийĕ. Регионти уй кунĕн тĕп тĕллевĕ — агропромышленность комплексĕн представителĕсене пĕр лаптăка пухасси. Кунта кашниех хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтерме, çитĕнỹсемпе тата çĕнĕлĕхсемпе паллаштарма пултарать.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе тĕп лаптăк Çĕрпỹ округĕнчи Михайловка ялĕнчи Чăваш Енри наукăпа тĕпчев институчĕн сăнав уй-хирĕнче вырнаçĕ. Курава хутшăнакансем валли ял хуçалăх культурисен сорчĕсен тата ял хуçалăх техникин куравĕсене, çавра сĕтелсем, ăсталăх класĕсем йĕркелеççĕ. Уй кунне хутшăнма ЧР «Агро-Инновацисем» предприятие заявка ямалла. Ыйтса пĕлмелли телефон номерĕсем: (8352) 45-88-56, 45-93-26.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code