Чăваш Енре «Фермерсен шкулĕ» проектăн 5-мĕш тапхăрĕ уçăлнă. Хальхинче фермерсем «Агротуризм», «Хăмла туса илесси», «Пахча çимĕç çитĕнтересси» специальноçсене алла илĕç.
Проекта пĕтĕмпе 63 çын хутшăнать. Вĕренỹ теори тата практика пайĕсенчен тăрать, вăл 2,5 уйăха тăсăлать. Ун хыççăн кашни фермер бизнес-планпа паллаштарĕ, алла патшалăх документне илĕ, хăйĕн ĕçне йĕркелĕ. Проект çултан-çул аталанса пырать.
— «Фермер шкулĕнче» пĕлỹ илнисем çĕнĕ производствăсем уçаççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ, çĕнĕ ял хуçалăх производствисене хута яраççĕ. Çапла майпа регион аталанăвне пысăк тỹпе хываççĕ, — тесе палăртнă Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская.
Сăмах май, «Фермер шкулĕ» проект АПК отраслĕ валли 130 квалификациллĕ специалист вĕрентсе кăларнă. Вĕсенчен 39-шĕ хăйсен ĕçне аталантарма 254 миллион тенкĕлĕх грант илнĕ. Ку шутра «Перспектива» гранта — 32 çын, «Агростартапа» — 5-ĕн тата 2-ĕн çемье фермине аталантарма тивĕçнĕ.