Суббота, 29 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Амăшĕн пилĕпе, ашшĕн тĕслĕхĕпе

Амăшĕн пилĕпе, ашшĕн тĕслĕхĕпе

Çулсем иртеççĕ, ăрусем улшăнаççĕ, çапах та чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕсем нихăçан та асран каймаççĕ. Василий Дмитриевич Дмитриев ячĕ нумай çыншăн пĕлтерĕшлĕ, уйрăмах Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче ĕçлекенсемшĕн.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ, Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ В.Д.Дмитриев 1924 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Энтепе ялĕнче кун çути курнă. Тăрăшулăх, мал ĕмĕтлĕх, ырă кăмăллăх, ĕçченлĕх пахалăхĕсем унăн мĕн ачаран туптаннă.

Вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн Мускавра пулеметчиксене хатĕрлекен училищĕре вĕреннĕ вăл. 1943 çулта хаяр вăрçа хутшăнать Энтепе каччи. Вăл вăхăт тĕлне унăн ашшĕ Дмитрий Платонович паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă пулнă…

Василий Дмитриевич Курск пĕккинчи çапăçура йывăр аманнă. Ун чухне танксене хирĕç перекен пăшаллă взвод командирĕ пулнă вун тăхăр çулти кĕçĕн лейтенант.

Госпитальте сипленсен çамрăк офицера инвалидлăх панă, анчах та Василий Дмитриевич тыла кайма килĕшмен — фронта таврăннă.

1945 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Берлин çывăхĕнче юхакан Шпрее урлă çапăçса каçнă чух В.Дмитриев салтаксене хăйĕн хыççăн тăшман çине, вĕçекен пульăсене хирĕçле атакăна ертсе кайнă, юхан шывăн тепĕр çыранĕнче полк валли плацдарма ярса илнĕ. Анчах та командир хăй йывăр суранланнă — пуля кăкăрне чĕрепе юнашар шăтарнă.

Хăюлăхпа хастарлăхшăн Василий Дмитриевича III степень Богдан Хмельницкий орденĕпе чысланă. Командир Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин (I степень) орденĕсене те тивĕçнĕ.

Çĕнтерĕве Василий Дмитриевич госпитальте кĕтсе илнĕ.

Вăрçăран таврăнсан фронтовик саккун хĕсметне тăнă. Хусанти юридици институтĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă та тăван çĕре таврăннă вăл. Ăна Чăваш АССР прокурорĕн çумĕ пулма шаннă. Каярах ШĔМ системинче вăй хунă. Вун пилĕк çул хушши, 1984 çулччен, Шупашкарти ятарлă вăтам пĕлỹ паракан милици шкулне ертсе пынă. Василий Дмитриевича патшалăхăн тĕрлĕ регионĕсенче прокурор пуканне сĕннĕ, анчах тăван çĕртен кайма килĕшмен вăл. Кирек хăш сферăра тăрăшсан та пĕтĕм чун хавалĕпе ĕçе тивĕçлĕн пурнăçланă. «Чи пайталлă ĕç пурнăçра — тĕрĕслĕх», — унăн девизĕ çапла пулнă.

Тивĕçлĕ канăва тухсан та алла усса ларман В.Дмитриев. Тăван çĕр историйĕпе кăсăкланнă вăл. Аса илỹсем, калавсем çырнă. Нумай паха информаци пухнă ветеран. Каярах ун пирки «Наедине с собой» (1999 ç.), «Судьбы людские» (2003 ç.) кĕнекесенче тĕплĕн каласа кăтартнă. Василий Дмитриевич анлă тавра курăмлă та çивĕч ăс-тăнлă пулнă. Унăн профессийĕпе çыхăннă пĕрремĕш статйисем 1953 çултах «Коммунизм ялавĕ» тата «Советская Чувашия» хаçатсенче кун çути курнă. 1959 çулта «Буржуазное избирательное право — орудие подавления», «Бои на ближних подступах к Берлину» очерксен пуххисене пичетленĕ.

Василий Дмитриевич Дмитриев (2012 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă вăл) çак çутă çĕр çине пархатарлă ĕçсем тума çуралнăранпа кăçал 100 çул. Чăваш çĕрĕ, тăван тăрăх ăна нихăçан та манмасть.

Карина МИХЕЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code