Вторник, 18 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Комбайн» ЯХПК — çĕнтерỹçĕ

«Комбайн» ЯХПК — çĕнтерỹçĕ

Раççейри предпринимательлĕх кунне халалласа Шупашкарти «Амазония» этнокомплексра пайтаçăсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă тĕрлĕ мероприяти иртнĕ. Унта социаллă фонд, налог службин тата бизнес представителĕсем хăйсен ĕçне йĕркелес, çĕнĕ специалистсене явăçтарас, тытса тăрас тĕлĕшри ыйтусене те тишкернĕ.

Мероприятин савăнăçлă пайĕнче 2023 çулта усламра пысăк тỹпе хывнисене чысланă. Вăл йышра пирĕн округри «Комбайн» ЯХПК та пур. Унăн председательне Гурий Федорова «Çулталăкри ял хуçалăхĕнчи тавар туса кăларакан — 2023» номинацин çĕнтерỹçин Дипломĕпе Кубокне панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code