Вторник, 18 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Раççей» куравра

«Раççей» куравра

«Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ старт илнĕ. Вăл çамрăксемшĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене, тĕслĕхрен, ачасен пултарулăхне аталантармалли условисене йĕркелессине, хальхи йышши вĕрентỹ уçлăхне туса хурассине татса парать, ултă федераци проектĕнче тăрать.

Çак пуçару пулăшăвĕпе Чăваш Енри 450 пин ытла çамрăк усă курĕ.

Куравра çамрăксен политикине тата çитĕнекен ăрăва воспитани парассине халалланă наци тĕллевĕсен кунĕ те тухăçлă иртнĕ.

— Чăваш Енре час-часах пулатăп. Кашнинчех унăн илемне курса тĕлĕнетĕп. Эсир питĕ пуçаруллă регион, — палăртнă курава хутшăннă «Росмолодежь» пĕрлĕх ертỹçин çумĕ Дамир Фаттахов.

Сăмах май, Шупашкар йĕркеленнĕренпе 555 çул çитнине паллă тунă кунсенче республикăра урам культурисен фестивальне ирттерме палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code