РФ ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев кăçалхи апрель уйăхĕнче Шупашкарта ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулнă май аграрисене патшалăхран пулăшу пама тата ял территорийĕсене аталантарма 2024 çулта Чăваш Ене федераци бюджетĕнчен 1,2 миллиард тенкĕ субсиди куçарасси çинчен пĕлтернĕ.