Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вулаканăм, эсĕ те хутшăнма пултаратăн!

Вулаканăм, эсĕ те хутшăнма пултаратăн!

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин грант шучĕпе «Елчĕк ен» хаçатра вăя кĕрекен «Ял малашлăхĕ — пирĕн алăра» проектпа эсĕ, хисеплĕ вулаканăм, малашне кашни уйăхрах — ноябрьччен паллашма пултарăн. Палăртнă темăсене çутатма, паллах, хăвăр та хутшăнасса шанса тăратпăр. Сире редакци тĕпелĕнче хапăл туса кĕтетпĕр.

Ку чухне эпир агропромышленность комплексне тĕллевлĕн аталантарассипе çыхăннă вăйра тăракан патшалăх программисем пирки тĕплĕнрех каласа парассине, ял хуçалăх предприятийĕсемпе уйрăм çынсем е хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тĕрлĕ пулăшу тĕсĕсемпе усă курса хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçлама пултарни çинчен каласа кăтартассине малти вырăна хурăпăр. Ырă тĕслĕх ялсенче пурăнакан ытти çынсене те, уйрăмах çамрăксене, мал ĕмĕтлĕ пулма хавхалантарасса шанас килет. Мĕншĕн тесен ялта пурăнакан çамрăксем паян патшалăхран уйăракан ку е вăл тĕллевлĕ пулăшу тĕсĕсемпе усă курса хăйсен ĕçне те çăмăллăнах йĕркелесе яма пултараççĕ-çке. Çак тĕллевпе ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем валли хальхи вăхăтра 78 енлĕ тĕрлĕ пулăшу çирĕплетнине пĕлетпĕр. Укçа-тенкĕ федераци тата республика бюджечĕсенчен куçать. Вырăнти фермерсене ура çине тăма «Перспектива», «Агростартап», çемье фермин гранчĕсем пысăк çăмăллăх параççĕ. Халĕ тата хăйсен ĕçне йĕркелекенсем те пулăшу илме пултараççĕ.

Пичет тытăмĕнчи «Ял малашлăхĕ — пирĕн алăра» социаллă тĕллевлĕ проект теми анлă. Унта Елчĕк муниципалитет округĕнчи ял территорийĕсене комплекслăн аталантарассипе, çавăн пекех «Пуçару бюджечĕ» программăпа вырăнта пурнăçланакан ĕçсем пирки каласа кăтартасси те малти вырăнта пулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code