Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Транспорт хатĕрĕ тетте мар

Транспорт хатĕрĕ тетте мар

Çуллахи кунсенче çулсем çинче мопедсемпе тата скутерсемпе, велосипедсемпе, квадрациклсемпе çỹрекенсем йышланаççĕ.

Ытларах çамрăксем ярăнма кăмăллаççĕ вĕсемпе. Анчах та вĕсенчен чылайăшĕ çул-йĕр правилисене пĕлменрен, транспорт хатĕрĕпе çỹрес енĕпе опыт пухайманран, ỹсĕмне кура çул-йĕр çинчи лару-тăрăва ăнкарайманран час-часах аварине лекеççĕ, йĕркене пăхăнмасăр ытти водительсене те пысăк хăрушлăха кĕртсе ỹкереççĕ. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, аварисен пысăк пайĕ скутер, мопед йышши транспорт хатĕрĕсен водителĕсемпе пассажирĕсем аманнипе е пурнăçран уйрăлнипе çыхăннă.

Ашшĕ-амăшĕн кĕçĕн ачине скутер туянса панă чух тарăн шухăшламалла, ачасене правилăсене вĕрентмелле.

Çакна пурте пĕлме тивĕç: мопедпа тата скутерпа, 50 куб см сахалрах двигатель калăпăшĕллĕ ытти транспорт хатĕрĕпе 16 çул тултарсан тата водитель удостоверенийĕ пулсан («М» категори) кăна çỹреме юрать. Регистраци докуменчĕсемсĕр, çавăн пекех водитель удостоверенийĕсĕр, мотошлемсăр çула тухсан транспорт хуçисене пуçран шăлмаççĕ, транспорт хатĕрне штраф стоянкăна ăсатаççĕ, çул-йĕр правилисене пăсакана административлă майпа ытти водительпе тан явап тыттараççĕ. Шлемсăр çула тухаканăн 1000 тенкĕ таран, водитель удостоверенийĕсер çỹрекенĕн 5000 тенкĕрен пуçласа 15000, транспорт хатĕрне водитель удостоверенийĕ илмен çынна çỹреме панăшăн 30000 тенкĕ е унран ытларах штраф тỹлеме тивĕ.

Хамăр пурнăçшăн хамăр яваплă пулар, йĕркене пăхăнар. Ашшĕ-амăшĕ, ачасене упрар, вĕсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн яваплăха туяр.

Людмила ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code