Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Хĕветĕр Уярăн «Çырнисен пуххин» тăваттăмĕш томĕ пичетленсе тухрĕ. Унта очерксем, асаилỹсем тата статьясем кĕнĕ. Пухса хатĕрлекенĕ — Валерий Алексеев, редакторĕ — Надежда Вечеркина, ỹнерçи — Светлана Бритвина.
Пĕрремĕш том 2021 çулта тухнă, унта «Шурча таврашĕнче» историлле романăн пĕрремĕш кĕнеки — «Таната» — кĕнĕ. Иккĕмĕш томра (2022) асăннă романăн иккĕмĕш кĕнеки — «Таркăн» — вырнаçнă. Виççĕмĕш томне (2023) Хĕветĕр Уярăн тăватă повеçĕпе çирĕм калавĕ кĕнĕ.
«Çырнисен пуххин» тăваттăмĕш кĕнекине кĕнĕ хайлавсене тематикине кура тĕрлĕ пая уйăрса тухнă. Кăларăм «Çул пуçламăшĕ» ятлă очерксен пуххипе уçăлать. Унта Федор Ермилович БАМа — Байкалпа Амура çыхăнтармалли магистрале — ỹкерсе кăтартать, ун çинчен тĕплĕ каласа парать: «…Пирĕн çĕршывра çеç пулма пултаракан пысăк ĕç. Тĕнче курман ĕç», — тет автор.
Ун хыççăн — «Тайгара пĕр-пĕччен». Çыравçă унта виç эрнене командировкăна кайнă иккен. «Эпĕ пуш алăпа, тăр пĕччен ик эрнене тайгана кĕрсе кайнине илсен темле кĕтмен çĕртен пулчĕ вăл. Ним хатĕрленмесĕр. Малтан хатĕрленсе хумасăр. Килтен çула тухнă чухне эп ун пирки виççĕ выртса пĕрре тĕлленмен. Лере çитĕп те йышăну тăвăп тенĕ». Тайгари пурнăçăн хăйне евĕрлĕхне очерк ăсти куçĕпе илемлĕ çырса парать вăл. Кунти çынсем çывăх тăванĕсемпе те ытлашши сăмах ваклама юратмаççĕ иккен:
«Аппуна çилленнĕ-им эс, Владимир Николаевич?
— Çук-çке. Ман ун пек калан?
— Ара, калаçмастăр та.
— Вăхăт çук ун. Пĕрмай ура çинче ав…
— Курмалли-пĕлмеллине эп ахаль та курап. Вăл та çавах. Эпир вăрманти халăх та, нумай калаçмаççĕ пирĕн…»
Вулакансем çавăн пекех кĕнекере çыравçăн «Çĕпĕр тĕрленчĕкĕ», «Пăлан йĕрĕпе», «Тăван çĕршыв тулашĕнче» çулçỹрев очеркĕсемпе паллашĕç. Литературăна кăмăллакансене «Чăваш çыравçисем», «Вырăс çыравçисем», «Юлташсен ĕçĕ-хĕлĕ», «Чĕре варринчи» сыпăксенчи тĕрленчĕксем кăмăла каймалла. Вĕсенче Хĕветĕр Уяр мĕнле хаçат-журнал чунлă пулни пирки шухăша каять, хăй çырав ĕçĕпе аппаланма пуçланине аса илет: «Пĕррехинче çур çуллăха «Капкăн» журнал çырăнтăм. Вуларăм-вуларăм та килнĕ пек номерĕсене унти пек хам та çырма пултарассăн туйăнса кайрĕ. Мĕн пулать те мĕн килет, хăтланса пăхам-ха терĕм. Çыртăм та Иван Мучи ячĕпе Шупашкара ăсатрăм», — çапларах каласа парать çыравçă пултарулăх çулĕ еплерех пуçланнине.
Çапла вара, Хĕветĕр Уярăн «Çырнисен пуххин» тăваттăмĕш томĕ çĕршыв тата чăваш литературин иртнĕ ĕмĕр варринчи пурнăçне сăнласа паракан тĕкĕр пулса тăрать.
Ольга ФЕДОРОВА.