Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Ăрусен хутшăнăвĕнче»

«Ăрусен хутшăнăвĕнче»

Республикăра вĕренỹ организацийĕсен музейĕсен фестивальне пĕтĕмлетнĕ.

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие пĕтĕмпе 1500 конкурсант — шкул ачисемпе педагогсем — хутшăнма кăмăл тунă. Елчĕкри вăтам шкултан вара — тỹрех виçĕ команда. Рада Федорова вĕрентекен ертсе пыракан ушкăн хăйсен пултарулăхне «Ăрусен хутшăнăвĕ» конкурсра кăтартнă. Педагогсемпе наставниксене халалланăскер вăл. Конкурсантсем экспозици стенчĕ çине хăйсен пĕтĕм пурнăçне вĕренỹпе воспитани ĕçне панă çынсен сăн ỹкерчĕкĕсене, аса илĕвĕсене тата ытти тулли информацие вырнаçтарнă. Ĕç пахалăхлă пулса тухни архив материалĕсемпе, документлă тата илемлĕ литературăпа пĕлсе усă курнинчен те нумай килнĕ. Çавна май кăтартăвĕ те питĕ лайăх: пĕрремĕш вырăн!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code