Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мире сыхланă ушкăн

Мире сыхланă ушкăн

Хĕвел тухăç Германире Совет Çарĕсен ушкăнне (ГСВГ) туса хунăранпа июнĕн 10-мĕшĕнче 49 çул çитрĕ. Çав паллă куна асăнса ГСВГ ветеранĕсем Елчĕкри тĕп лапамра вырнаçнă стела умĕнче пуçтарăнчĕç, пурнăçран уйрăлса кайнă ветерансене халалласа палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Пухăннисем умĕнче Елчĕк округĕн администрацийĕн ертỹçи, ГСВГ ветеранĕ Левый Леонард Васильевич тухса калаçрĕ. Вăл Хĕвел тухăç Германире службăра тăнă ветерансене уяв ячĕпе саламларĕ, обществăлла ĕçсенче тата та пысăк çитĕнỹсем тума çирĕп сывлăх сунчĕ. Тухса калаçакансем Германире тăнă Çарсен ушкăнĕн пĕлтерĕшне пысăк хак пачĕç, вăл чăннипех çур ĕмĕре яхăн Европăра мирлĕ пурнăçа сыхласа тăнине çирĕплетрĕç.

Çапла, 1945 çултан пуçласа 1994 çулччен Хĕвел анăç Германире 8,5 миллион салтакпа офицер служба витĕр тухнă, офицерсем хăйсен професси пултарулăхне туптанă, миллионшар Совет салтакĕ тĕрлĕ çар специальноçĕсене алла илсе чăн-чăн профессионалсем пулса Совет çĕршывне таврăннă.

Кайран ветерансем Елчĕкри тĕп библиотекăра иртнĕ савăнăçлă пухăва пуçтарăнчĕç. Чи малтан Елчĕкри ГСВГ ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи Николай Павлов иртнĕ çулсенче туса ирттернĕ ĕçсем çинчен отчет туса пачĕ. Вăл ветерансем çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре, округра тата республикăра ирттерекен спорт ăмăртăвĕсемпе ытти мероприятисенче харсăр пулнине, малти вырăнсене йышăннине палăртрĕ.

Ун хыççăн ГСВГ пĕрлешĕвĕн ертỹçипе Николай Павловпа Елчĕк округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕренỹпе çамрăксен политикин пуçлăхĕ Владимир Николаев ветерансен пысăк ушкăнне «49 лет образования ГСВГ» медальсемпе наградăларĕç.

Пухура пĕрлешĕвĕн ертỹçине суйласси тĕп вырăнта пулчĕ. Пурте пĕр саслă пулса çĕнĕ тапхăрта пĕрлĕхе ертсе пыма Николай Павлова суйларĕç.

Владислав САЗОНОВ-ПИНЕР,
ГСВГ ветеранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code