Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă ĕçĕн çимĕçĕ те ырă

Ырă ĕçĕн çимĕçĕ те ырă

Елчĕк тăрăхĕн пулăхлă çĕрĕсен сĕткенĕпе çитĕннĕ Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралнă Владимир Викторовăн — Кỹкеçри тĕп больницăн тĕп тухтăрĕн,Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Шупашкар округĕнче пурăнакан халăхăн ырлăхĕшĕн, çав вăхăтрах ентешĕсен хутне кĕрсе тăрăшса пурнăçланă ырă та пархатарлă ĕçĕсем пирки хаçатра пуçласа сăмах хушмастпăр. Туррăн ирĕкне малти вырăна хуракан çак çыннăн хальхи вăхăтри сăваплă тепĕр ĕçĕ вăл — больница территорийĕнче кĕлĕ тумалли вырăн — Сăваплакан Лука Крымский ячĕпе хисепленекен часавай туса лартма та хăват тата теветкеллĕх çитерни.

…Çак шухăш Владимир Николаевичăн ăс-тăнĕнче 30 çул каяллах, хăй кунта ахаль тухтăрта ĕçлеме тытăнсанах çирĕпленнĕ. Халĕ, акă, шăпа пỹрни çитрĕ. Коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче реанимаци чỹречи умĕнче пĕр хĕрарăм йывăр чирленĕ çывăх çыннишĕн куççулĕ витĕр кĕл тунине хăй куçĕпе курни, пушшех, унăн чунне пырса тивнĕ мар-и? Çакăн хыççăн вăл çийĕнчех хулари тĕп архитекторпа — Сергей Лукияновпа тĕл пулса калаçнă. Архитектор, паллах, унăн шухăшне ырлама анчах пултарнă. Проект та питĕ ăнăçлă пулса тухнă. Савватий Владыка часавай никĕсне хăпартма пил панă хыççăн хĕрỹ ĕçе пикеннĕ. Владимир Викторов палăртнă тăрăх, пĕр харăс 80 çын (хăйпе пĕр пек шухăшлă юлташĕсем, предпринимательсем) пулăшу аллине тăсса пани çак пархатарлă ĕçе кĕске вăхăтра пурнăçлама анчах мар, эстетика тĕшĕпе илсен те питĕ илемлĕ вырнаçтарса лартма май панă.

…Турă пулăшнипе иртнĕ кунсенче часавая савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унта нумай çын пуçтарăннă. Часавая сăвапласа тасатнă хыççăн В.Викторов тухса калаçнă.

— Кỹкеçри Державная Таса Турă Амăшĕ ячĕпе хисепленекен, Хыркассинчи Христос çуралнин ячĕллĕ чиркỹсен настоятелĕсене — Николай, Петр протоиерейсене пархатарлă сĕнỹ-канашсемшĕн тав тăватăп. Больница территорийĕнчи часавай Державная Таса Турă Амăшĕ ячĕпе хисепленекен чиркỹ прихутне кĕрĕ.

Сăваплакан Лука медицина ĕçченĕсене хỹтĕлекен çветтуй, вăл çар тухтăрĕ пулнă. Çавăнпа ĕнтĕ часавая ун ятне пама шухăшларăмăр. Ỹт-пĕве анчах мар, чуна та сиплемелле. Сăваплакан Лука Крымский часавайĕнче пациентсен сывлăхĕшĕн, Тăван çĕршыв интересĕсене ятарлă çар операцийĕнче хỹтĕлекен салтаксемшĕн кĕлĕ тăвăпăр.

Паянхи пурнăçра чиркỹсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Православи тĕнĕ пире чунпа таса пулма вĕрентет. Çитĕнекен ăрăва тĕрĕс çулпа илсе пырасси пирĕн тĕп тивĕç. Çак ĕçе ăнăçлă пурнăçлама чиркỹсем пулăшаççĕ, — тенĕ Владимир Николаевич.

Часавай тунă çĕрте тивĕçлĕ тỹпе хывнă предпринимательсемпе депутатсене таса чиркỹшĕн тăрăшса вăй хунă ытти çынсене Шупашкар тата Чăваш Митрополийĕн Архиерей грамотисене парса чысланă.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code