Воскресенье, 30 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çут çанталăкпа килĕшỹре пурăнни телей кỹрет

Çут çанталăкпа килĕшỹре пурăнни телей кỹрет

Владимир ПУТИН,
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ:

— Тăван тавралăха хỹтĕлессипе, çут çанталăкпа тухăçлă усă курассипе тата экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусем паян Раççейĕн наци приоритечĕ шутланаççĕ. Çут çанталăк ресурсĕсемпе пĕлсе усă курни патшалăх аталанăвĕн çирĕп никĕсĕ пулса тăрать, экотытăмăн хăйне евĕрлĕхне упраса хăварассине, çавăн пекех миллион-миллион çын сывлăхне тата халăхăн пурнăç пахалăхне тỹррĕнех витĕм кỹрет. «Экологи» наци проекчĕ, федерацин профильлĕ программисем тата экологи акцийĕсем çак тĕллевсене пурнăçа кĕртессине тĕпе хураççĕ те ĕнтĕ. Çак мероприятисене çынсем, уйрăмах çамрăксем, çулсерен ытларах та ытларах хутшăнаççĕ. Раççейре экологи волонтерĕсен шучĕ ỹссех пырать.

(X Пĕтĕм тĕнчери Нева экологи конгресне хутшăннисем патне янă телеграммăран).

Елчĕк тăрăхĕ, экологи тĕлĕшĕпе илсен, таса вырăн шутланать.Тĕрĕсех çакă. Малтанхи вăхăтра свалка пулнă, анчах ăна 2020 çулта «тĕп» тунă, халĕ унта ятарласа акнă симĕс курăк ешерет. Свалка вырăнне, сывлăша сиен кỹресрен асăрханса, специалистсем кашни 3 уйăхра анализ туса тĕрĕслесе тăраççĕ. Округ территорийĕнче 50 000 гектар çĕр шутланать. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хальхи вăхăтра 42 000 гектар çĕр лаптăкне пусă çаврăнăшне кĕртеççĕ.

Вырăнти экологипе çыхăннă тĕрлĕрен мероприятисемпе акцисене ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал — Чăваш Енри экологи культурипе çут çанталăкпа перекетлĕ усă курассин çулталăкĕнче, пушшех, ытларах ĕç пурнăçлама кирлине ăнланатпăр. Округ администрацийĕн пуçлăхĕ кашни çул çуркуннехи — кĕркуннехи тапхăрта территорисене тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă уйăхлăх ирттересси пирки хушу кăларать. Унпа килĕшỹллĕн çулсен хĕррисене, çăл куçсемпе масарсене тасататпăр тата ыт. те. Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксемпе паттăрсене сума суса «Астăвăм сачĕ» акцие хутшăнса сахал мар йывăç-тĕм лартса хăвартăмăр. Авăн уйăхĕнчен пуçласа юпа уйăхĕччен пыракан тепĕр акци «Вăрмана упрăпăр» ятпа иртĕ. Пĕлтерĕшлĕ çак мероприятисене ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, уйрăм çынсем хастар хутшăнаççĕ, шкулсенче вĕренекенсене те явăçтаратпăр. Предпринимательсем йывăç-тĕм хунавĕсене кỹрсе килме укçа-тенкĕ парса, техникăпа пулăшаççĕ.

Елчĕк тăрăхĕ çăл куçсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри — республикипе паллă Патреккелти çăл куç. Ялсенче ĕлĕкхи пусăсене юсаса хăтлăлатасси, усă курма юрăхлă тăвасси пĕр-пĕрин хыççăн йăлана кĕрсе пырать. Пирĕн тăрăхра тĕллевлĕн сыхлакан çут çанталăк объекчĕсем те пур. Вĕсем: Çутă кỹлĕ (Çуткỹл ялĕнче), Аслă Елчĕкпе Патреккел хушшинче — Тĕпсĕр кỹлĕ, Аслă Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль тата Шăмалак ялĕсенчи çăл куçсем те тĕллевлĕн сыхлакан çут çанталăк объекчĕсен шутĕнче.

Çут çанталăк тусĕсен — хурт-хăмăрçăсен йышĕ ỹссе пырать. Çамрăксем ашшĕсен, аслашшĕсемпе кукашшĕсен ĕçĕсене малалла тăсни савăнтарать. Эрозие хирĕç кĕрешес ĕçе те тивĕçлипе пурнăçласа пыма тăрăшатпăр. Çуркуннехи вăхăтра шыв-шур çуракан вар-çырмасен пуçĕсене йывăçсем лартса хăваратпăр. Унсăр пуçне, Çуткỹл ялĕ çывăхĕнче çырма-çатраллă вырăн нумай пулнине шута илсе çатан картасем тытса çавăрнă. Пулăхлă çĕре шыв юхтарса каясран асăрханса тĕрлĕ агротехника мелĕсемпе усă куратпăр.

«Сăрçум» заповедникăн Елчĕк округĕнчи территорийĕ те хăйне евĕр. Кунта Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕнĕ чĕр чунсемпе хурт-кăпшанкăсене курма пулать. Заповедник виçĕ пайран тăрать: Улатăр, Патăрьел тата Елчĕк тăрăхĕсенче вырнаçнă вăл. Елчĕк участокĕ Энтепе тата Çĕнĕ Арланкасси ялĕсен çумĕнче вырнаçнă. Унăн лаптăкĕ — 97,8 гектар. Кунта 46 тĕрлĕ чĕр чунтан Хĕрлĕ кĕнекене кĕнĕ çеçен хир сăвăрĕсем пурăнаççĕ. Çавăн пекех йăпар (выхухоль), унсăр пуçне, мулкачсем, тилĕсем, кашкăрсем, сăсарсем, пăшисем, хир сыснисем пур. Заповедникăн Елчĕк участокĕнче платник (пчелка-плотник) вĕлле хурчĕ пурăнать. Вăл питĕ илемлĕ, йăлтăркка кăвак тĕслĕ, йывăç ăшне кĕрсе шăтăксем — хăйне пурăнма «çурт» тăвать. Çавăн пекех Энтепе (Эндебка) пĕчĕк юхан шыв юхса иртет.

Сергей ВОЛКОВ,
округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Шуршу ялĕнчи хастар ушкăн масар территорине тирпей-илем кĕртнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code