Четверг, 4 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Агро-100» клуб йышĕнче — 11 хуçалăх

«Агро-100» клуб йышĕнче — 11 хуçалăх

Агропромышленность комплексĕнчи 2023 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе малта пыракан предприятисемпе организацисене — «Агро-100» клуб йышне кĕме тивĕçлĕ пулнисене палăртнă. Вĕсене сертификатсем парса чысланă.

Çак списока Елчĕк муниципалитет округĕнчи 11 ял хуçалăх предприятийĕ кĕнĕ. «Победа» ООО (директорĕ — Н.Головин) — 19-мĕш, «Эмметево» ООО (Юрий Лапшин) — 33, «Комбайн» ЯХПК (Гурий Федоров) — 35, «Сатурн» ЯХПК (Юрий Викентьев) — 38, «АСК-Яльчики» ООО (Юрий Галкин) — 44, Ленин ячĕллĕ ЯХПК (Валерий Падуев) — 47, «Яманчурино» ООО (Владимир Рахмуллин) — 50, «Прогресс» АХО (Петр Скворцов) — 53, «Энтепе» ООО (Андрей Васильев) — 55, «Рассвет» ЯХПК (Юрий Мясников) — 62, «Труд» ЯХПК (Валерий Германов) 96-мĕш вырăнсене йышăннă.

Призлă вырăнсене палăртнă чухне ял хуçалăх предприятийĕсенчи çак тĕп кăтартусене — усă куракан çĕр лаптăкĕсене, çулталăкри активсен баланс хакĕсене, продукцие сутнинчен укçа-тенкĕ пырса кĕнине, таса тупăш пайĕ мĕн чухлĕ пулнине, 100 гектар çĕр пуçне, çулталăкри активсен баланс хакĕнчен кашни 100 тенкĕ пуçне, çулталăкра вăтамран пĕр ĕçлекен çын пуçне (ĕç тухăçлăхĕ) укçа-тенкĕ пырса кĕнине тата ял хуçалăх продукцийĕсене сутнин рентабельлĕхне, ĕçлекенсен пĕр уйăхри вăтам шалăвне шута илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code