Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачасем тимлĕхре пулччăр

Ачасем тимлĕхре пулччăр

Каникул кунĕсенче ачасем ашшĕ-амăшĕ ĕçре пулнă май чылай чух тимлĕхсĕр юлаççĕ. Ача инкеке лексе шар курни, суранланни, унран та хăрушăраххи — пурнăçран уйрăлни — калама çук пысăк инкек. Çакăн евĕр синкерсем ан пулччăр тесен пирĕн, аслисен, питĕ тимлĕ пулмалла, вĕсене мĕн пĕчĕкрен хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнма хăнăхтармалла, кил-çуртра та, урамра та вĕсене хăйсене мĕнле тытмалли пирки ăнлантармалла.

Ку тапхăрта ялсене хула ачисене те ашшĕ-амăшĕ асламăшĕсемпе аслашшĕсем, кукамăшĕсемпе кукашшĕсем патне пурăнма леçеççĕ. Хула ачисем вара яллă вырăнта пурăнма хăнăхманран, чылай чух кунти йĕркесене пĕлменрен тĕрлĕ инкеке лекме пултараççĕ. Ял ачисене те тĕрлĕ пăтăрмахсенчен упрасах тăмалла.

Çуллахи вăхăтра ачасемшĕн асăрханмалли вырăн — пĕвесемпе кỹлĕсем. Иртнĕ çул республикăра май уйăхĕнче (шыва кĕмелли сезон пуçланичченех) çула çитмен 5 ача! путса вилни самай пăшăрхантарчĕ.

Мĕн пĕлмелле ачасен? Мĕнлерех пулмалла ашшĕ-амăшĕн? Аслисен кĕçĕннисемпе тĕрлĕ темăпа калаçусем йĕркелемелле, ăнлантару ĕçне пурнăçламалла: çул-йĕр правилисене пăхăнмалли, çуртран аякка кайма тата улах вырăнсенче çỹреме, ют çынпа автомашина çине ларса кайма е палламан çын сĕнекен тĕрлĕ япалана илме юраманни пирки… Çавăн пекех çурт подъездне, лифта палламан çынсемпе кĕмелле мар. Пушă сарайсенче, çурт е хуралтă маччисенче выляма та ирĕк ан парăр. Енчен те хăрушлăх сиксе тухас пулсан ачана иртен-çỹренрен пулăшу ыйтма вĕрентмелле.

Çул-йĕр çинчи лару-тăру яланах тимлĕ пулма хистет. Кĕçĕннисене хăйсене урамра мĕнле тытма хăнăхтарни, çул-йĕр çинче выляма юраманни пирки тата асăрхануллă пулма вĕрентни кирлĕ. Скутер, мопед йышши транспорт хатĕрĕпе ỹсĕме кура усă курмалла. Ашшĕ-амăшĕ йĕркене пăсса çул çитмен ачасене е ятарлă права илмен çамрăксене руль умне лартнă тĕслĕхсем те пулаççĕ. Инкекрен упранас тесен автомашинăсемпе мотоциклсен уççисене кĕçĕннисем пĕлмен вырăнта упрăр. Велосипедпа çỹреме кăмăллакансен çакна пĕлмелле: 14 çула çитиччен çак транспортпа çул çине тухма юрамасть, унран аслăраххисен ятарлă çулпа, аслă çул çине тухсан çул хĕррипе анчах пымалла, правилăсене çирĕп пăхăнмалла. Ролик конькипе, самокатпа та ятарлă вырăнта анчах ярăнмалла.

Çулталăкăн ăшă тапхăрĕсенче пулакан пысăк инкексенчен пĕри — ачасем чỹречерен тухса ỹкни. Çакнашкал инкексем ан пулччăр тесен чỹречесем çине ятарлă блокировкăсем вырнаçтармалла. Май пулсан кантăк хăлăпне кăларса илмелле. Енчен те ашшĕ-амăшĕ килтен вăхăтлăх тухсан кĕçĕннисене пĕлĕшĕсене е кỹршисене асăрхаса тăма ыйтмалла.

Çул çитменнисене çуртра хăйсене анчах питĕрсе хăварни те хăрушă. Енчен те вут-çулăм алхасма тытăнсан е ытти инкек пулсан вĕсем урама тухма та пултараймĕç. Пĕлмен шĕвеке ĕçнĕрен наркăмăшланса больницăна лекнĕ тĕслĕхсем тĕл пулсах пынă май ачасен куçĕ тĕлне наркăмăшлă шĕвек лекесрен те упранар. Килте пĕччен юлсан çурта палламан çынсене кĕртме, электроприборсемпе хăйсен тĕллĕн усă курма, шăрпăкпа выляма юраманни пирки те асăрхаттарсах тăрăр.

Ывăл-хĕре Интернетпа усă курнă чух та хăш-пĕр йĕркене вĕрентмелле. Экран леш енче кам ларнине, вăл мĕнле шухăш-тĕллевлине пĕлмесĕр кĕçĕннисем хăйсем пирки хыпар пĕлтереççĕ, чылайăшĕ ют çынна хăйĕн тантăшĕ е пĕлĕшĕ вырăнне хурса шанать, чунне уçса пама та хатĕр. Мĕнлерех информаци сиенлĕ пулнине те пĕлччĕр вĕсем. Киревсĕр çынсем ачасене психика тĕлĕшĕнчен сиен кỹрсе пурнăçран уйрăлма, сиенлĕ йăлапа (наркотикпа усă курни, пирус тата психотроплă ытти хутăшпа, алкогольпе иртĕнни) туслашма, чĕрчунсемпе çынсене мăшкăл-нуша кăтартма, проституципе аппаланма, çемье хаклăхĕсене хирĕçлеме хистеме пултараççĕ. Ачапа çак сиенлĕ информацисем пирки ашшĕ-амăшĕн калаçусем йĕркелемелле, сăмахсене пурнăçри тĕслĕхсемпе çирĕплетмелле.

Çул çитменнисене хỹтĕлесси çине Елчĕкри полици пайĕ çулсерен пысăк тимлĕх уйăрать. Енчен те ку енĕпе ыйтусем сиксе тухсан эсир полици пайне шăнкăравлама пултаратăр.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ!.. Ача пурнăçĕ пирĕн алăра пулнине асрах тытар, ăна кирек хăçан та хỹтĕлеме пултарар!

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code