Патреккелсем Çимĕк уявне кашни çулах анлăн паллă тăваççĕ. Ялта пурăнакан е кунта çуралса ỹссе тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне саланнă халăха йышлăн пухать çак уяв.
Çемьесем чи малтанах авалтан пыракан йăла-йĕркене пăхăнса масар çинче пулса вилнисене асăнаççĕ. Унтан йăх-хурăнташсем тĕп килсенче сĕтел хушшине ларса сăйланаççĕ те ялти культура çурчĕ умне пуçтарăнаççĕ.
Пурне те кашни çулах пĕр чăмăра пĕрлештерекенĕ вара Патреккел халăх хорĕн ертỹçи Геннадий Борисов. Кăçалхи уява хисеплĕ ентешĕмĕр хăйĕн 75 çулхи юбилейĕпе те çыхăнтарчĕ.
Хисеплĕ музыканта çак кун округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Елчĕк ентешлĕхĕн ертỹçи Юрий Карпов, «Прогресс» АХО директорĕ Петр Скворцов тата ытти ертỹлĕх саламларĕ. Салам сăмахĕсем çумне юбилярăн тăванĕсемпе тус-юлташĕсем хутшăнчĕç, творчествăра 59 çул тăрăшакан Геннадий Арсентьевича малашне те пысăк çитĕнỹсем тума сунчĕç.
Геннадий Борисовăн музыкăна юратаслăх ачаран аталаннă. Тăванĕсем парнеленĕ купăспа чи малтанах салтак юрри калама вĕреннĕ вăл. Каярах Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Амăшне — салтак арăмне — 4 ачине ура çине тăратма çăмăл пулман. Вĕренỹре кирлĕ хатĕрсем туянма, хулара пурăнма укçа-тенкĕ çителĕклĕ пулманран Геннадий вĕренсе пĕтермесĕрех яла таврăннă. Чылай çултан, ури çине çирĕп тăрсан анчах, куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă вăл асăннă училищĕрен.
Хуларан яла таврăнсан тăван колхозра тĕрлĕ ĕç пурнăçланă, каçсерен Мария Ястребова ертсе пыракан хора та çỹренĕ. Кăштах вăхăт иртсен колхоз правленийĕ çамрăка 6 уйăхлăха Патăрьелне баянистсен курсне вĕренме янă. 16 çул тултарсан райĕçтăвкомăн культура пайĕн заведующийĕ Александр Миллин сĕннипе Елчĕкри культура çуртĕнче илемлĕх ертỹçинче ĕçлеме пуçланă йĕкĕт, пĕр вăхăтрах, 1965-1968 çулсенче, Патреккел хорĕнче баянист пулса тăрăшнă. Кĕçех каччăн салтака кайма ят тухнă — çар тивĕçне вăл В.И.Чапаев ячĕллĕ дивизире пурнăçланă.
— Таврăнсан, 1971 çулта, Патреккел халăх хорĕн ертỹçи пулма шанчĕç мана, — аса илет иртнине Геннадий Борисов.
Хорăн историйĕ пуян. Ялта 1747 çултах чиркỹ çумĕнче хор пулнă, ял çыннисенчен чылайăшĕ унта юрланă. 1922 çулта вара Ольга Миловидова вĕрентекенĕн пуçарăвĕпе хор йĕркеленĕ. 1932 çултан хор çитĕнỹсем тума пуçланă май унăн ят-сумĕ çĕкленсех пынă. Тĕрлĕ çулсенче коллектива ертсе пырас ĕçе Михаил Воронцов, Александр Миллин хутшăннă. 1957-1967 çулсенче вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн Мария Ястребован аллине куçать. Вăл хор шăпишĕн чунне парса ĕçленĕ хушăра коллектив 1969 çулта «халăх» ята илет. Пултаруллă хĕрарăма ял совечĕн председателĕн должноçне шанса парсан Геннадий Борисов аллине куçнă та ĕнтĕ хор тилхепи. «Хора ертсе пыма пуçласан ырă тĕллевсем капланма пуçларĕç. Çĕнĕлĕх кĕртес килчĕ коллектив пурнăçне. Чи малтанах кивĕ аппаратурăна пуçтарса тата юсаса вĕсемпе усă курма пуçларăмăр. Ун чухне районта хор коллективĕсем сахал марччĕ. Кашни пысăк организаци-предприяти, колхозсем хăйсен ушкăнне йĕркеленĕ. Репертуара ыттисенчен уйрăмрах тăвас, çĕнĕлĕхсене çул парас килчĕ манăн. Куракансем пирĕн концертсене хаваслăрах тата хапăлласа йышăнччăр тесен мĕн тумалла-ши тесе пуçа ватнă вăхăтра кашăкçăсен ансамбльне йĕркелерĕмĕр. Хор коллективĕн йышне ỹстертĕмĕр — йыш 80 çынна яхăн пуçтарăнчĕ. Кашни юрра 5-6 сасăпа янраттарма пуçларăмăр. Хорпа та, ансамбльсемпе те районта, республикăра, çĕршывра иртекен смотр-конкурссене хутшăнтăмăр. Пĕтĕм Союзри «Çĕнтерỹ салючĕ» I, II, III фестивалĕсен, республикăри I, II, III, IV телефестивалĕсен лауреачĕ пулса тăтăмăр. 1977 çулта Пĕтĕм Союзри пĕрремĕш фестивальте пирĕн хор Мускавра — Кремльти съездсен керменĕнче фестиваль лауреачĕн дипломне, пысăк тата пĕчĕк ылтăн медальсене, парнесене тивĕçрĕ. Чăваш Республикин чысне Кремльте хỹтĕлени пире татаÇÇ та хавхалантарчĕ», — малалла уçать иртнине Г.Борисов.
Геннадий Борисов çитĕнĕвĕсемпе наградисем пирки каласа та пĕтереймĕн. «Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ вăл, Союзри халăхсен пултарулăхĕн 1,2,3-мĕш фестивалĕсен, республикăри 1, 2, 3, 4 телефестивалĕсен лауреачĕ. «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе те наградăланă ăна.
— Çапах та Геннадий Арсентьевичăн тĕп нагаради — ăна халăх юратни тата шанни, сума суни, — шăпах çак шухăша палăртрĕ Леонард Левый Г.Борисова саламланă май.
Тĕп уяв хыççăн ял халăхĕ Чăваш эстрада юрăçисен концертне курса киленчĕ.
Е.ПЕТРОВА.