Воскресенье, 30 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Тивĕçлĕ ĕçшĕн — тивĕçлĕ награда

Тивĕçлĕ ĕçшĕн — тивĕçлĕ награда

Республика кунĕ умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин аталанăвне тивĕçлĕ тỹпе хывнă тата общество ĕçĕнче пысăк пуçарулăхпа тимлекен çынсене патшалăх наградисемпе наградăланă.

Çак йышра пирĕн хисеплĕ ентешĕмĕр, хальхи вăхăтра Шупашкар муниципалитет округне кĕрекен Кỹкеçри тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ пулса вăй хуракан, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Викторов та пур. Ăна «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе, çавăн пекех «Чăваш Республикин Патшалăх Канашне — 30 çул» асăну медалĕпе наградăланă. Саламлатпăр!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code